Вĕрентỹпе воспитани юнашар пулччăр
"ПИРЕ пĕтĕмĕшле вĕрентỹ мар, пурте паха пĕлỹ илме пултарни кирлĕ", - тенĕччĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă çырура. Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Пултаруллă ачасемпе çине тăрса ĕçлени _ шкулсен инноваци программине тата педагогсене пулăшмалли системăн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ. Çамрăк вĕрентекенсен, студентсен, çамрăксен хастарлăхне ỹстерес, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе республикăра Президентăн стипендине туса хунă. Пурнăç çулĕ шкултан пуçланать. Апла пулсан, кашни ачанах лайăх вĕренмелле, паха пĕлỹ илмелле. Çакă вара педагогсенчен те нумай килет. Анчах та пур чухне те çапла-и-ха? Темĕн çав: хăçан мĕнле-тĕр. Хальхи пекех лайăх ас тăватăп. Вĕренỹ чĕрĕкĕ вĕçленсен, учительсем, ачасен пĕлĕвне хакласа, журнал çине оценкăсем лартаççĕ. Пĕр учитель сасăпах: "Три пишем, два - в уме", - терĕ. Эпĕ шухăша кайрăм. Мĕн пăшăрхантарчĕ-ха мана? Çав педагог, ачан пĕлĕвне хакланă май, хăйне мĕнле туйрĕ-ши? "Три" тени "3" паллă пулчĕ ĕнтĕ. "Два" тени мĕне пĕлтерчĕ-ши вара? Эппин, ман шутпа, ачан пĕлĕвĕ çак паллăран ытла мар. Çавах та учитель ăна вăтам вĕренекенсен шутне кĕртрĕ. Ман пĕтĕмлетỹ çапла пулчĕ: апла пулсан, "Два в уме" тени учитель хăй ĕçне хăй хак пани пулчĕ. Халлĕхе "3" лартсан, малашне ачан пĕлỹне палăрмаллах лайăхлатма тĕрлĕ меслетсем шыракан, унпа уйрăмăн ĕçлеме пултаракан учитель _ чăн-чăн учитель. Педагогика институтĕнче вĕреннĕ çулсенче учитель ĕçĕ пирки Г.Н.Волков академикпа пĕрре кăна мар калаçма тивнĕ мана. Унта, физикăпа математика факультетĕнче, куçăмсăр майпа вĕренме тивнĕччĕ. Унччен маларах, 1937 çулта Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухса Аслă Отечествăлла вăрçăччен тăватă çул 5-7 классенче физикăпа математикăна вĕрентнĕ. Каярахпа Канашри учительсем хатĕрлекен институтран вĕренсе тухрăм. Пединститут пĕтернĕ чух, 1965 çулта, манăн учитель стажĕ 25 çулпа танлашнă. Г.Н.Волков пединститут çумĕнчи база шкулĕнчи 6 класра математикăпа вĕрентетчĕ. Пĕррехинче вăл çапла каларĕ: _ Кашни ачан вĕренме тăрăшмалла. Анчах та япăх вĕренекен ачасем те пур вĕт-ха тесен, вăл çак шухăшпа килĕшесшĕн пулмарĕ, çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртрĕ. Учитель, уçă уроксем ирттернĕ май, лайăх вĕренекен ачасен активлăхĕ çине шанса урок планне çырса хатĕрлет, унпа килĕшỹллĕн ĕçлет. Урок ăнăçлă иртсен ăна ытти учительсем мухтаççĕ, ун ĕçне лайăх хак параççĕ. Анчах кунта япалан тỹнтер енĕ те çук мар. Вĕренекенсен пĕлĕвĕ лайăх пирки шантарса калама пулать-и-ха? Учитель хăйĕн ăсталăхне кирлĕ пек кăтартайрĕ-и? Çиелтен пăхсан, ку çапла пек. Шухăшласа пăхсан, аплах та мар иккен. Мĕншĕн тетĕр? Япăх вĕренекенсемпе учитель урокра мĕнле уйрăм ĕç йĕркелерĕ-ха? Е вĕсемпе аппаланни вăхăта сая яни çеç терĕ-ши? Ача вĕренỹпе кăсăкланманнин пĕр сăлтавĕ çинче чарăнса тăрар-ха. Ача киле панă ĕçсене, уроксене тума хăнăхман. Сĕтел хушшине ларма шухăшламасть те вăл. Шкулта ăна çакăншăн мĕн чухлĕ ятламан пулĕ. Улшăну вара çук. Тĕрĕс: вăрçнипе кăна ачана вĕренỹ енне çавăраймăн. "Мухтамалла-им вара ăна?" - теме пултарĕ вулакан. Медиксем ыратакан вырăна ăшă япала хума хушаççĕ. Тен, маларах асăннă тĕслĕхре те çакă кирлĕ мар-ши? Мĕн каласан та, усал тунипе ырă туни пĕрешкел мар! Тĕрлĕ сăлтава пула (материала кирлĕ пек ăнланса юлманни, чирлени, учитель ача çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманни) ача вĕренме пăрахсан, ăна уроксене хатĕрленме çĕнĕрен хăнăхтарма тăрăшмалла. Кун пек чухне вăл е ку предмета вĕрентекен учитель, класс ертỹçи, ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачан ăс-тăнне вĕренме туртăнма хистемелле, ăна йăпатмалла, вăхăт-вăхăт мухтаса та илмелле, киле панă уроксене яланах пĕр вăхăтра хатĕрленме ларма хăнăхтармалла. Паллах, пĕрре те çăмăл ĕç мар ку. Ачашăн та, учительшĕн те. Тепĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пулса иртнĕччĕ çакă. 9 класра вĕренекен пĕр ача, С.тейĕпĕр, иккĕмĕш хут урок туса килмен: теоремăна та вĕренмен, задачине те шутламан. Калаçу пуçартăм унпа. _ Тăван çĕршыв малашлăхĕ шăпах сирĕн пек çамрăксенче, - тетĕп. _ Сан çине пăхсан, чун савăнса тăрать. Вĕренме те пултаратăн. Саншăн вара мана япăх учитель теме пултараççĕ. Кала-ха, мĕн тумалла манăн? Вĕрентме пăрахмалла-и? Вăл та çухалса каймарĕ: _ Ыттисем хатĕрленсе килнĕ вĕт, - тет. Калаçун усси пулчех. Тепĕр кун, уроксем хыççăн юлса, иртнĕ материала та вĕренчĕ, задачăна та шутласа пачĕ. Çак "урок" ытти ачасене те ырă витĕм кỹчĕ: вĕренỹ ĕçĕ лайăхланчĕ. Ача лайăххине те, начаррине те хăвăрт хăнăхать. Ун характерĕ, хăйне-хăй тыткаласси малашне шăпах çакăнтан килмест-и вара? Воспитани ĕçĕнче кашни ашшĕ-амăшĕ, учитель, класс ертỹçи хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта хăйне хăй (самовоспитани) воспитани парас ыйтăва хускатни те вырăнлă. Инстинкт текен ăнлану та пур. Ку вăл _ чĕр чун çуралсанах хăйне хăй сыхлама хăнăхни. Этем те çаплах. Анчах унăн инстинктран çỹлерех ăс-тăн пур. Анчах та шел, хăшĕсем çакăнпа усă курма пĕлмеççĕ: малашлăх çинчен, пурнăç пирки шутламаççĕ, вĕренме тăрăшмаççĕ, специальность илсе обществăна кирлĕ çын пулма ăнтăлмаççĕ. Шăпах çакнашкал ачасене самовоспитани çулĕ çине тăратмалла. пурнăçра тĕслĕх илмелли те сахал мар: литература геройĕсем, ялти ятлă-сумлă çынсем. Ачасен хăйсене хỹтĕлеме пĕчĕкрен вĕренсе ỹсмелле. Сывă пурнăç йĕркине хăнăхасси вара шкулти физкультура учителĕнчен те нумай килет. Унăн пирус туртакансене, сăра-эрех енне туртăнакансене уйрăммăн сăнаса тăмалла, çак пулăмсене ыттисем умĕнче сивлемелле, тепĕр чухне ỹпкелемелле те. Ачана çунатне усма памалла марах. Халĕ хаçатсенче ачасем хăйсем çине хăйсем алă хуни çинчен çыраççĕ. Кун пек тĕслĕх эпĕ директорта ĕçленĕ чух Васанти вăтам шкулта та пулма пултаратчĕ. 5 класра вĕренекен пĕр арçын ачана педсовет тепĕр класа куçармасăр хăварма йышăнчĕ. Ачи хăй пултаруллă, тавçăруллă. Анчах, амăшĕпе кăна пурăнаканскер, уроксене тăтăш сиктеретчĕ. Çакăн сăлтавĕ те пулнă иккен: амăшĕ чирлесе тăнă. Ун чухне всеобуч саккунĕ пурччĕ. Эпĕ, директор, çак ачан килне çитсе килме шутларăм. Çитрĕм те, мĕн куртăм-ха? Арçын ача... салма çăрать. Калаçу пуçартăм. _ Сана çав класрах иккĕмĕш çула хăварнă, - тетĕп. _ Мĕн тумалла ĕнтĕ _ хам та пĕлместĕп. Ирĕксĕрех тепĕр хут 5 класа каятăн пулĕ... Çакна илтсен, ача чуста савăтне çавăрса çапрĕ: _ Апла пулсан, çакăнатăп та вилетĕп! - терĕ те пỹртрен чупса тухса мачча çине хăпарса кайрĕ. Вăл унта мĕн туни курăнмасть, ĕсĕклесе йĕни çеç илтĕнет. Мĕн тумалла кун пек чухне? _ Эпĕ сана шанатăп, - лăплантаратăп ăна. _ Улттăмĕш класра лайăхрах вĕренме пуçлăн. Ан та, пĕрле шкула кайăпăр, тепĕр класа куçарни çинчен хутсем хатĕрлĕпĕр. Тытрăм хамăн сăмаха, ăна улталама чун хушмарĕ. Пулни-иртни çинчен учительсене пĕлтертĕм те, инкек-синкекрен хăтăлса юлнишĕн пурте лаш! сывласа ячĕç. Çав ача шкултан чиперех вĕренсе тухрĕ вĕт! Халĕ вăл хулара пурăнать, инженер пулса ĕçлет. Пĕлỹ тĕнчи пĕр вырăнта тăмасть: аталанать, кăткăсланать. Педагогсен тĕллевĕ вара паян çапла пулмалла: аталанакан ăслăлăх çĕнĕлĕхĕсене, çĕнĕ технологисене халĕ вĕренсе тухакансен малалла аталантарма пултарччăр тесе вĕсен ăс-хакăлне кирлĕ пек аталантарасси. Пурнăç çулĕ хăй вăл аслă шкул, теççĕ. Тепĕр чух шкулта "виççĕпе" вĕреннисемех кайран пурнăçра пысăк ỹсĕмсем тăваççĕ. Эппин, çыннăн пултарулăхне шкулти оценкăсемпе çеç виçсе хаклани çителĕксĕр.