Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Туслашсассăн Госстрахпа - пурăнатăн шанчăкпа

ÇЫН яланах лайăххине, ыррине шанса мал ĕмĕтпе пурăнать. Çав вăхăтрах пурнăçра "хура кунсем" те пулмаççĕ мар: инкек-синкек сиксе тухать, самаях тип-шар кăтартать. Ăçта каймалла-ха кун пек чухне, камран пулăшу ыйтмалла? Тус-юлташсем, тăвансем пур пулсан лайăх-ха. Шел, тепĕр чухне вĕсем те пулăшма пултараймаççĕ. Пĕртен пĕр çăлăнăç _ страхлакан компани. Страхлакан компани тенĕрен, халĕ вĕсем пĕрре çеç мар _ тем тĕрли, янравлă та илĕртỹллĕ ятлисем пур. Шел, тепĕр чух вĕсене ĕненсе пĕтерме йывăр, шанма та çук: темĕн те пĕр шантараççĕ, çынсене шăнман пăр çине лартса яни те пулкалать. Анчах пурте мар. Чи шанчăкли _ "Росгосстрах". Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ район çыннисем ытти компанисене мар, страхлакан "Росгосстрах-Атăл Çи" компанин Шăмăршăри уйрăмне ытларах шанаççĕ. Сăлтавĕ те çук мар: мĕншĕн тесен, кунта ĕçлекенсем сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ, çийĕнчех пулăшма тăрăшаççĕ. Пĕр сăмахпа, çын нушине ăнланаççĕ. Çакна эпĕ хам та пĕрре мар курса ĕненнĕ, "Росгосстрахпа" темиçе çул тĕрлĕ страховани договорĕсем туса пĕрре çеç мар вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу илнĕ. Инкек тени кăçал та пăрăнса иртмерĕ: шкулта вĕренекен ывăлăм ăнсăртран аллине хуçрĕ. Суран _ суранах, ăна сиплеме укçи-тенки те самаях тăкакланать. Кашни çулах страхлакан "Росгосстрах-Атăл Çи" компанин Шăмăршăри уйрăмĕнче ăна страхлатăп та, хальхинче те вăл тивĕçлĕ пулăшу пачĕ, тăкаксене саплаштарма пулăшрĕ. Нумаях пулмасть редакцие Чукалтан килнĕ темиçе хĕрарăм кĕрсе тухрĕ. Вĕсемпе те инкек пулнă-мĕн: ĕнисем вилсе кайнă. Ял çыннисемшĕн ĕне _ пысăк выльăх, пурнăç тыткăччи. Хальхи хаксемпе ăна вăр-вар туянаймăн. Юрать-ха, хĕрарăмсем ĕнисене страхланă пулнă иккен. _ Тавтапуçах "Госстраха", - терĕç вĕсем. _ Çийĕнчех пулăшрĕç вĕт. Вĕсене пулах çĕнĕрен ĕнеллĕ пултăмăр. Хаçат урлă тав тума пулмĕ-ши тетпĕр те... Эппин, çакăнта çырни вĕсен кăмăлне тивĕçтерни пултăр. Çакăн хыççăн страхлакан "Росгосстрах-Атăл Çи" компанийĕн Шăмăршăри уйрăмĕнче пулма тỹрĕ килчĕ. Унта çакăн çинчен пĕлтерчĕç: халĕ ĕнесене малтанхи хут 12 пин тенкĕлĕх страхлаççĕ-мĕн. Страховани взносĕ _ 1800 тенкĕ. Иккĕмĕш е ытларах хутĕнче 15 пин тенкĕ таранчченех страхлама май пур. Взносĕ вара кашни хутĕнчех чакса пырать. Ял çыннишĕн кашни тенкĕ шутра чухне чăнласах лайăх мар-и вара çакă? Кĕçех шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать. Ачасемпе инкек пулмĕ тесе никам та шантарсах калама пултараймасть. Апла пулсан, çакăн çинчен халех шутласа пăхасчĕ: ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене вăхăтра страхлани _ чи шанчăклă хỹтлĕх. Вĕсене 10 пин тенкĕрен ытларах тытăнса страхлама пулать, çакăншăн вара страховани взносĕ те пысăках мар _ 10 пиншĕн пурĕ те 155 тенкĕ çеç тỹлемелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 августа 2006
00:00
Поделиться