Сирĕн калавăрсене кашни чăваш юратать...
Чăваш Республикин Патшалăх Архивĕнче пирĕн районти Анат Чаткас пачăшки Михаил Кузьмин 1904 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн директорĕ Иван Яковлевич Яколвев патне янă çыру упранать. Унта вăл Иван Яковлевича тĕн кĕнекинчи кĕске калавсене чăвашла куçарнăшăн чĕререн тав туни çинчен пĕлтернĕ. "...Сирĕн калавăрсене кашни чăваш юратать, - тесе çырнă М.К.Кузьмин. _ Эсир вĕсене ман пата ярса панăшăн чĕререн тав тăватăп. Калавсене хут пĕлекен хресченсем тĕттĕм чăвашсене вуласа параççĕ..." Михаил атте И.Я.Яковлева лайăх пĕлнĕ, хăй вăхăтĕнче _ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлỹ илнĕ чухне _ унăн чи пултаруллă вĕренекенĕсенчен пĕри пулнă. Чаткас чиркĕвĕнче ĕçленĕ пупсем И.Я.Яковлевпа çыхăну тытни маларах та пулнă. Акă, 1848 çулта ял чиркĕвĕнче Алексей Баратынский священник ĕçлеме пуçланă. Кунта вăл 1851 çулччен тăрăшнă, ун хыççăн Пăрăнтăкри училищĕне Турă саккунне вĕрентме куçнă. Шăпах вăл пĕлỹ панă та ĕнтĕ пирĕн пулас Патриархăмăра. И.Я.Яковлев 1895 çулта Синодăн обер-прокурорĕ К.П.Победоносцев патне янă çырура Баратынские чи ырă сăмахсемпе аса илнĕ: "1896 çултанпа эпĕ Алексей Ивановичпа чи çывăх хутшăнусенче пулнă, вăл манăн пурнăçра çав тери пысăк вырăн йышăнчĕ..." Малалла Иван Яковлевич хăй тăлăх пулнине, ырă çынсем ăна 1856 çулта А.И.Баратынский директор пулса ĕçленĕ Пăрăнтăкри училищĕне вырнаçтарнине аса илсе çырнă. 1860 çулта çак училищĕрен пĕлỹ илсе тухсан, А.И.Баратынский пулăшнипе И.Я.Яковлев çĕр йĕркелỹçĕ ĕçне вĕреннĕ, унтан ăна Алексей Иванович Чĕмпĕр удел кантурне çĕр виçевçĕ пулса ĕçлеме вырнаçтарнă. Çакăнтан И.Я.Яковлев гимназие вĕренме кĕме пултарнă. "...Манăн малаллахи пĕтĕм пурнăçăм хисеплĕрен те хисеплĕ Баратынский протоиерейпе çыхăнчĕ, вăл мана хавхалантарса пычĕ", - тенĕ И.Я.Яковлев.