Пурăн, пĕчĕкçĕ Канаш, тăван ялпа телейлĕ чăваш!
Чăнлă шывĕ шăнкăр-шăнкăр, Кайăксен хитре сасси... Хут çинче Канаш пулсан та, Маншăн эс - Пуянкасси. (Юрăран.) "Культурăпа массăллă ĕçре ялсенче "Акатуй" уявĕсене, ялсен кунĕсене ирттерессине тепĕр хут йăлана кĕртсе ямалла, - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. _ Çакăн пек уявсем активлă йĕркелесси _ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тỹрĕ тивĕçĕ". Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ пĕчĕк ялсен кунĕсене те ирттермеллех тесе шутлать, вĕсенче те хамăр район çыннисем пурăнаççĕ-çке-ха. Чăн малтанхи уяв тунти кун Канаш паççулккинче пулса иртрĕ. 1. ВĔСЕМ ЯЛА НИКĔСЛЕНĔ Канаш паççулккин историне никам та çырман, ваттисем каласа хăварнă тăрăх яла никĕслекен çынсен ячĕ-шывĕ паллă. Сакăр вунă çул каялла Шăмăршă тăрăхĕнчи Пуянкасси ялĕнчен вун пилĕк хресчен çĕнĕ çĕре куçса килнĕ. Вĕсем çаксем: Мясников Микихвер, Богатов Антун, Макаров Униçĕм, Григорьев Петĕр, Иванов Мĕтри, Емельянов Якур, Егоров Ахваниç, Егоров Йăкăнат, Митрофанов Ваççа, Иванов Кĕркури, Иванов Мĕтри, Викторов Якку, Угарин Ваççа, Викторов Ваньккапа Емельянов Ванькка. Тем сăлтавпа, Иванов Мĕтри хăйсен ялне каялла таврăннă. Ял никĕсне хывакансем _ пурте арçынсем _ малтанхи çул мунча пек виçĕ пĕчĕк пỹрт лартнă, унтах пурăннă. Хăйсене уйăрса панă икçĕр гектара яхăн çĕре лашасемпе сухаласа хăварма, ыраш акма вăй çитернĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ çултан Пуянкассинчен кивĕ çурт-хуралтăсем куçарса килнĕ, çĕнĕрен те тунă. Пыра-киле çемйисене те илсе килнĕ. 1932 çулта ялта пĕрлешỹллĕ хуçалăх йĕркеленĕ, колхоза "Канаш" ят панă. Пĕрремĕш председатель _ Иван Емельянов, счетовочĕ _ Василий Митрофанов, бригадирĕ _ Григорий Богатов. Ытти хăш-пĕр ялсенчи пек, "Канаш" колхоз пĕрре те саланман, пĕчĕк пулин те малалла аталанса, вăй илсе пынă. Тырă акса тунă, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернĕ. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе "Канаш" колхоз районта чăн малтисенчен пĕри пулнă. Уйрăмах хуçалăх В.И.Емельянов председательте ĕçленĕ чухне пысăк çитĕнỹсем тунă. Василий Иванович хăйĕнчен те, çынсенчен те çирĕп ыйтнă, колхоз "тилхепине" лайăх тытса пынă. Мĕнпур совет халăхĕ пекех, Канаш паççулккинче пурăнакансем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тылра вăй хуракансем ырми-канми ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартнă. Вунпĕрĕн _ Григорийпе Николай Богатовсем, Илья Викторов, Илья Емельянов, Анисим, Геннадий, Иван Макаровсем, Василий Митрофанов, Георгий, Герасим тата Терентий Мясниковсем _ вăрçă хирне выртса юлнă. Паян ялта пĕртен пĕр вăрçă инваличĕ _ сакăрвунă çулхи К.П. Григорьев пурăнать. Ватă çынсем çакна та каласа пачĕç: В.И.Емельянов председательте ĕçленĕ чух, аллăмĕш çулсенче, яла электричество кĕртнĕ. Куйбышевран (халĕ _ Самара) тырă парса пăралук, тутар тусĕсенчен какайла мотор туяннă. Александр Соловьева моториста вĕрентнĕ. Канашсен пысăк ĕçне районтисем пĕлеймесĕрех юлнă. Пĕреххинче райком секретарĕ колхоза пынă та, çуртсенче электричество çути ялкăшнине курсан председателе хытă ятланă: "Кам ирĕк пачĕ сире партизанла хăтланма?" Выговор çаклатнă пулин те, В.И.Емельянова председательтен кăларман. Çапла вара, Канаш паççулкки районта чăн малтан электричество çути кĕртнĕ ял пулса историе кĕрсе юлнă. Ытти ялсене электричество вун пилĕк çул иртсен çеç çитнĕ. 2. ЯЛ УЯВĔ _ ЯЛ САВĂНĂÇĔ Канаш паççулккинче паян колхоз та, шкул та, клуб та, лавкка та çук. Ял çыннисем килти хушма хуçалăхсенче тăрăшаççĕ, аякка кайса ĕçлекенсем те пур. Ялта 21 килĕ çеç пулин те, 40 ĕнепе 500-е яхăн сысна, 100 ытла сурăх усраççĕ. Хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă.Кỹршĕллĕ Тутарстанри "Цильна" хуçалăх канашсен çĕрне арендăна илнĕ, çакăншăн ял çыннисене тырăпа тивĕçтерет. Канашсем каланă тăрăх, çакă халăхшăн питĕ усăллă. Ял çыннисем çĕнĕ çурт-йĕр лартни те Канаш паççулкки пĕтме шутламаннине çирĕплетет. Викторовсен икĕ хутлă, кермен пек илемлĕ çурчĕ аякранах курăнса ларать, Емельяновсен çурт-хуралтисем те чаплă. Çуртсене пурне тенĕ пекех çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Çакăншăн ял çыннисем район пуçлăхне В.П.Фадеева чĕререн тав тăваççĕ. _ Пире шанчăклă кĕпер тата çул кирлĕ, шкула çĕнĕрен уçсан та аван пулĕччĕ. Çамрăксем клубшăн та тунсăхлаççĕ, - терĕç ял уявĕнче канашсем. Ял уявне ертсе пынă май, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов нумай ыйту çине тулли хурав пачĕ. Ял çыннисен ыйтăвĕсем çине районти социаллă хỹтлĕх пайĕнчен, Пенси фончĕн уйрăмĕнчен, çĕр комитетĕнчен, Шăмăршăри тĕп больницăран килнĕ яваплă çынсем те хуравларĕç. Канаш паççулккинче пурăнакансем районтан çакăн чухлĕ çын килнине астумаççĕ те иккен. Ял поселенийĕн администрацийĕ тăрăшнипе, автолавка та, артистсем те килнĕ. Уяв концертне Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Клавдия Хазиевапа Елена Муравьева, Александр Верьялов, Сергей Кудряшов тата ытти юрăçсем, Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи Валентина Львова ертсе пыракан халăх театрĕн артисчĕсем ытарма çук илем кỹчĕç. Программăра ытти интереслĕ мероприятисем те чылайччĕ: "Чи лайăх килти хуçалăх" ята Егоровсем, "Чи тутлă апат-çимĕç хатĕрлекен" ята М.М.Макарова, "Чи илемлĕ чечек çыххи хатĕрлекен" ята Л.И.Викторова, "Чи лайăх ал-ĕç ăсти" ята Н.Е.Викторова тивĕç пулчĕç. Ялăн чи çамрăк гражданинне _ çичĕ уйăхри Женя Макарова тата чи ватă çынна _ сакăр вуннăри К.П.Григорьева хаклă парнесемпе чысларĕç. Ял поселенийĕн специалисчĕсем тăрăшнипе спорт вăййисем те интереслĕ иртрĕç, вĕсене ватти-вĕтти хутшăнчĕ. Ялти чаплă вăйçă Владимир Викторов ура тапса купăс каларĕ, пĕтĕм ял халăхĕ ташша ячĕ. Чăнлă шывĕ тăрăх илемлĕ чăваш юрри-кĕвви инçете-инçете саланчĕ. Хăнасене тарават çав канашсем: сад пахчинчи вăрăм сĕтелсем çине тутлă апат-çимĕç, сиплĕ пыл (шăпах Пыл сăпасĕн кунĕччĕ ун чух), улма-çырла, юр-вар кăларса лартрĕç. Хуранпа пулă шỹрпи те пĕçернĕ. Юрла-юрла, ташла-ташла, тутлă апат çисе паллă турĕç хăйсен пĕчĕк ялĕн уявне Канашра пурăнакансем, çакăн пек уява йĕркелеме пулăшнăшăн район администрацийĕпе Шăмăршă ял поселенийĕн администрацине чунтан тав турĕç.