Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШКУЛСЕН ТЕРРИТОРИЙĔСЕНЕ ИЛЕМЛЕТЕССИПЕ - СМОТР-КОНКУРС

РАЙОН администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикипе культура пайĕ шкулсен йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртес тата чечексемпе илемлетес тĕлĕшпе смотр-конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Конкурса районти пур шкул та хутшăнать. Çĕнтерỹçĕсене палăртнă чух комисси шкул территорийĕн тирпейлĕхĕпе илемлĕхĕ, чечек клумбисен пуянлăхĕ, сăнав участокĕсенче, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен килĕсенчи пахчисенче çитĕнтернĕ чечек çыххисен илемлĕхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрĕ. Конкурс кăтартăвĕсене учительсен августри канашлăвĕ тĕлне пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе чыслаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 августа 2006
00:00
Поделиться