Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САВĂНТАР ХАЛĂХА, ПОЧТАЛЬОН

ВАТĂ çынсем чỹречерен куç илмесĕр, тỹсеймесĕр кĕтекен çын кам-ши ялта? Паллах, почтальон! Кашни уйăхăн 15-20-мĕшĕсенче вăл ватăсене пенси укçи кỹрсе парать. Тата та ытларах савăнăç кỹрекенни _ ял çыннисене çĕнĕ хаçат-журнал валеçни. Вăтăр иккĕмĕш çул ĕçлет Кивĕ Чукал ялĕнче почтальон пулса Анна Николаевна Лубошнова. Çанталăк мĕнле пулнине пăхмасăр, ывăннине пĕлмесĕр кашни кунах килтен-киле çỹрет почтальон, çынсене савăнăç парнелет. Хăйĕн ăшă кăмăлĕпе, çепĕç чĕлхипе чуна йăпатать, ватă çынсене аякри ывăл-хĕрĕ валли çыру çырма та пулăшать. Анна Николаевна ял çыннисем районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата ытларах çырăнса илччĕр тесе тăрăшать, хаçатра пичетленнĕ интереслĕ материалсемпе паллаштарать. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир А.Н.Лубошнова почтальона, унăн çăмăл мар ĕçне ялĕпех хисеплетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 августа 2006
00:00
Поделиться