Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МАЛТИСЕН ЛАЙĂХ ТĔСЛĔХĔ

КĂÇАЛХИ çичĕ уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, районти АПК предприятийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай хуçалăхсенче малта пыракан ферма ĕçченĕсене палăртнă. Пăру пăхакансем хушшинче "Шанс" ОООри Нина Харлампьевăпа "Исток" ОООри Нина Полякова, мăйракаллă шултра выльăхсем самăртнă çĕрте "Искра" СХПКри Абрар Тепитов, сыснасем самăртнă çĕрте "Карлинская" Агрофирма" ЗАО ри Нина Ильинапа "Восход" СХПКри Владимир Матвеев, çăвăрлаттаракан амасене пăхнă çĕрте "Карлинская" Агрофирма" ЗАОри Тамара Гладкова, "Восход" СХПКри Римма Тихоновапа Зоя Самсонова мала тухнă. "Восход" СХПКри Владимир Матвеев хăй пăхакан сыснасене талăкра вăтамран 358-шар, "Искра" хуçалăхри Абрар Тепитов самăртакан вăкăрсене 681-шер грамм ỹт хуштарнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 августа 2006
00:00
Поделиться