Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни килĕрех - пĕчĕк кĕтỹ, выльăх усракансем çĕнĕ çурт та лартаççĕ, машина та туяна

Хатып Азизов кашни ирех картишĕнчен вун пĕр пуç ĕне выльăх хăваласа тухать те, ял кĕтĕвне кайса ярать. Çав шутра сăвакан ĕнесем _ тăваттă. _ Хамăн кăна пĕр пĕчĕк кĕтỹ вĕт, - йăл! кулса сăмахларĕ Хатып. _ Пахчари кỹлле пырса пăхăр-ха тата _ кайăк-кĕшĕк фабрики! Шỹт-шỹт те, чăнлăх юнашарах. Кỹлĕре вăтăр хурпа çирĕм кăвакал ишеççĕ, хуçисене савăнăç кỹреççĕ. Кĕркунне çитсен Азизовсен аш-какай тулăх пуласси халех паллă. _ Куллен 35-40 литр сĕт сутатпăр, çапла майпа уйăхне 4-5 пин тенкĕ укçа ĕçлесе тăватпăр, - терĕ Хатып кăмăллăн. _ Сутмалли вăкăрсем те пур. Х.Азизов лаша та усрать, тиха та пур. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутса трактор туяннă. Палтиелĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх усракансем тата та нумай. Минсалим Шайдуллов, акă, çичĕ пуç ĕне выльăх, çав шутра сăвакан икĕ ĕне усрать. Лаша та тытать, тихине ỹстерет. Наиль Вахитовăн пысăк картишĕнче те _ вун пĕр пуç ĕне выльăх, çакăнтан тăваттăшĕ _ сăвакан ĕнесем. Кунсерен 40 литртан кая мар сĕт сутаççĕ Вахитовсем. Ферах Калаков хуçалăхĕнче те _ çичĕ пуç ĕне выльăх, çав шутра сăвакан ĕнесем иккĕ. Ферах икĕ лаша усрать, сурăхсен йышĕпе вара ялта чи "пуянни" _ çак выльăха çирĕм пуç тытать. Ольга Михайлован картишĕ те _ пĕчĕк ферма. Вун пĕр пуç сысна, икĕ вăкăр, пĕр ĕне усрать Ольга Филипповна, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем чылай сутать. Галина Соболева та тăхăр пуç сысна, ĕне, икĕ пăру усрать. Палтиел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Вазых Ахмеров ял çыннисем "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн патшалăхран çăмăллăхлă кредит илни çинчен пĕлтерчĕ. Çак укçапа выльăх-чĕрлĕх валли вите е ытти хуралтăсем тăваççĕ, çамрăк выльăхсем туянаççĕ, трактор илекенсем те пур. Сĕт тата аш-какай сутса тунă укçапа çăмăл автомашина туянакансем те сахал мар. _ Выльăх апачĕ те нумай кирлĕ вĕт-ха, - шахвăртса калаçрăм эпĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕпе. _ Ăçтан тупаççĕ-ха ăна ял çыннисем? _ Утă-улăм пирки халĕ проблема çук, - терĕ Вазых Галиевич. _ Улăх-çаранра та, вăрманта та курăк нумай. Ял çыннисем хăйсен хирти çĕрĕсем çинче те выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтереççĕ. Укçа пулсан, тырă е комбикорм туянма та пулать. Укçине вара хăйсем ĕçлесе тăваççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 августа 2006
00:00
Поделиться