Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ырă чунлă çыннăмăр..."

1895 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Помаево ялĕнчи чиркỹ çунса кайсан, Пулмантăш тăрăхĕнче пурăнакан тĕне ĕненекенсем Шамкай чиркĕвне çỹреме пуçланă. Çулĕ çывăх мар, уйрăмах çанталăк пăсăлнă чухне халăх хытă нушаланнă. "Мĕнле пулсан та, хамăр ялтах чиркỹ лартмалла", - çапла йышăннă пулмантăшсем ял пухăвĕнче. Игнатий Васильевич Матросов, Хусанта вĕренсе класлă чин кандидачĕн ятне илнĕскер, чиркỹ лартмашкăн 1500-2000 тенкĕ укçа уйăрма сăмах панă. Игнатий Матросов пуçарнипех, ял халăхĕ Хусан вĕренỹ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Я.Яковлев патне çыру çырнă. "Ырă чунлă çыннăмăр, - тенĕ хресченсем, - пире, мĕскĕнсене, хĕрхенсе пулăшма тăрăшсамăрччĕ..." И.Я.Яковлев çак çырăва 1895 çулхи ноябрьте илсе вуланă, çав çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Чĕмпĕр тата Сызрань епископĕ Никандр патне Çĕнĕ Чукалта чиркỹ лартасси пирки ĕç хускатма ыйтса хут тăратнă. Çырупа пĕрле Иван Яковлевич пулас чиркỹ проектне те (ăна Игнатий Матросов хатĕрленĕ) ярса панă. И.Я.Яковлев епископ патне çырнипе çеç лăпланман, Святейший Синодăн обер-прокурорĕ К.П.Победоносцев ячĕпе те пулас чиркỹ валли çĕр касса пама ыйтса çыру янă. К.П.Победоносцев çĕр ыйтăвне 1896 çул пуçламăшĕнче ăнăçлă татса панă. Çав çулах чиркỹ тăвас ĕç анлă сарăлса кайнă, хресченсем ир пуçласа каçчен вăй хунă. 1899 çулхи çулла çав тери илемлĕ чиркỹ çурчĕ ỹссе ларнă. Хресченсем каллех И.Я.Яковлев патне çул тытнă, хальхинче чиркĕве светить тумашкăн тата кунта ĕçлеме священник ярса памашкăн пулăшу ыйтнă. 1899 çулхи октябрьте чăваш шкулĕсен инспекторĕ Чĕмпĕр тата Сызрань епископĕ Никандр ячĕпе тепĕр çыру çырнă. Çав çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Чукалти чиркĕве святить тунă. Ульяновскри Патшалăх Тĕп архивĕнчи документсемпе усă курса çак материала ха-тĕрленĕ май, мана тĕне ĕненекенсем мĕншĕн шăпах И.Я.Яковлевран, урăх никамран та мар _ пулăшу ыйтни шухăшлаттарчĕ. Ыйтăвĕ шкулпа мар, чиркỹ уçассипе çыхăннă-çке. Вара çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм: Иван Яковлевича Пулмантăш тăрăхĕнчи çынсем лайăх пĕлнĕ, шкул ĕçĕпе вăл ку енчи ялсенче унччен те пулнă. Хăйсем хисеплекен ăслă çын пулăшасса шаннă та ĕнтĕ хресченсем. Куратпăр ĕнтĕ, халăх пĕрре те йăнăшман. И.Я.Яковлев Çĕнĕ Чукал ялĕшĕн пысăк ĕç тунине шута илсе, манăн Чукал ял поселенийĕн депутачĕсене ялти пĕр урама Аслă Çутта кăлараканăмăр ятне пама сĕнес килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 августа 2006
00:00
Поделиться