Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АЧАСЕНЕ КĔТСЕ ИЛМЕ ХАТĔР-И.

ÇАК эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕнче шкул директорĕсен канашлăвĕ пулса иртнĕ, унта шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тишкерсе тухнă. Канашлура район адмнистрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикипе культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева тĕп ыйтупа сăмах тухса каланă. Шкулсенче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен Шăмăршă районĕнчи ГПН начальникĕ Ф.П.Фомин пĕлтернине итленĕ. Çавăн пекех канашлура шкул автобусĕсене пĕр чăрмавсăр çỹретессине йĕркелес, вĕрентỹпе воспитани ĕçне лайăхлатас ыйтусене те çĕкленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 августа 2006
00:00
Поделиться