Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çурт хыççăн çурт çĕкленет - тăван район илемленет

Професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент "Строитель" ОООн генеральнăй директорĕпе, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Н.Н.Быковпа тĕл пулса калаçнă, унран тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _ Николай Никонович, районта çĕнĕрен те çĕнĕ капмар çуртсем çĕкленни сирĕн организацие пысăк чыс кỹрет. Хальхи вăхăтра райцентрти Космовский урамĕнче тăвакан виçĕ хутлă çурт та питĕ илемлĕ курăнать... _ Милици çурчĕпе юнашар çĕкленекен объект пирки район çыннисем ырă сăмахсем каланине час-часах илтме пулать. Райадминистраци пуçлăхĕн Валерий Петрович Фадеевăн хушăвне пурнăçласа, юлашки çулсенче эпир объектсене чи çĕнĕ проектсемпе кăна тăватпăр, вĕсем Европа стандарчĕсене тивĕçтерччĕр тесе тăрăшатпăр. Асăннă объект пирки уйрăммăн каласан, вăл 15 хваттерлĕ пурăнмалли çурт пулать. Ăна Андрей Никишин (бригадир), Алексейпе Анатолий Архиповсем, Николай Давыдов, Федор Макаров тата Юрий Столяров каменщиксем купалаççĕ. Опытлă каменщиксем хальхи вăхăтра виççĕмĕш хутри стенасене çĕклеççĕ, çак ĕçе сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Вĕсен ĕç пахалăхĕ _ тивĕçлĕ шайра. Каменщиксене Николай Быков, Александр Воробьевпа Анатолий Михайлов пулăшса тăраççĕ. Сергей Константинов крановщик та ĕçре вăр-вар. Галина Полякова, Галина Мадюкина, Лариса Эсливановапа Галина Биктирякова, Валентин Мадюкин штукатурсен тăрăшулăхне те палăртас килет. Вĕсем объектăн иккĕмĕш хутĕнчи штукатурка ĕçне вĕçлесе пыраççĕ ĕнтĕ. Виталий Стефинов ертсе пыракан платниксен бригади чỹрече блокĕсемпе алăксене тирпейлĕн вырнаçтарать. Объекта Çĕнĕ çул тĕлне хута яма ĕмĕтленетпĕр. Пурĕ 11 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. 1-2 пỹлĕмлĕ хваттерсенчен 7-шне район çыннисем "Кивĕ çурт-йĕр", 8-шне çамрăксен программисемпе килĕшỹллĕн илĕç. Хваттер илме граждансем райадминистрацие заявленисем тăратма пуçланă та ĕнтĕ. Ку объектри ĕç-хĕле Николай Шумилов прораб пултаруллăн йĕркелесе пынине те асăнса хăварас килет. Шăмăршăрах, Ленин урамĕнче, аптека çывăхĕнче çак проектпах тепĕр çурт тума пуçăнатпăр. Унăн никĕс вырăнне чавса хатĕрленĕ, халĕ материалсем турттаратпăр. Сăмах май каласан, райцентрти "Христос çурални" чиркĕвĕн никĕсне те пирĕн организаци хыврĕ. Çĕнĕ çул тĕлне хута ямалли объект татах та пур пирĕн. Хайпăлари культура учрежденийĕн çĕнĕ çуртĕнче урай сармалли, ытти вак-тĕвек ĕçсем тумалли тата сăрласа илемлетмелли кăна юлнă. _ Халĕ реконструкципе юсав ĕçĕсем çинче чарăнса тăрар пулĕ... _ Ку енĕпе те пирĕн организаци çине тăрса ĕçлет. Кунта, паллах, чи малтанах районти тĕп больницăра пĕлтĕрхи ноябрьте пуçланнă ĕçсене асăнмалла. Ача çураттаракан уйрăмăн корпусĕнче реконструкципе юсав ĕçĕсене вĕçлесен, унта хирурги тата реанимаци уйрăмĕсем пулĕç. Федераци тата республика бюджечĕсен укçине малтан палăртнă сроксенче ĕçе кĕртсе пыратпăр. Объектра пурĕ 32 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕçсем тумалла пулсан, паянхи кун тĕлне 15,5 миллион тенкĕ расхутланă. Хирургипе реанимаци уйрăмĕсенчи ăшă паракан системăна, шыв тата канализаци пăрăхĕсене, вентиляци оборудованине хальхи технологисене тĕпе хурса тăватпăр. Процедура кабинечĕсемпе тĕрлĕ пỹлĕмсем, палатăсемпе коридорсем тата ытти те Европа стандарчĕсене тивĕçтерĕç. Корпусăн унчченхи путвалне реконструкцилесе çитерсен, унта тĕрлĕ пỹлĕмсемпе кабинетсем пулаççĕ. Объекта килес çулхи виççĕмĕш кварталта хута яма шутлатпăр. Пĕрлех "Исток" ОООн Васанти ĕне ферминчи, Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнчи психоневрологи больницинчи юсавпа реконструкци ĕçĕсем ăнăçлă пынине те асăнма кăмăллă. Кăçал районти халăх сучĕн çуртĕнче, унчченхи перекет банкĕн кивĕ çуртĕнче тата "Елочка" профилакторин корпусĕнче те çакнашкал ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Ĕç пахалăхне тĕп вырăна хума тăрăшрăмăр. Пĕтĕмлетсе каласан, пурнăçланă ĕçсем чылай, тумалли те сахал мар. Рынок ыйтнă пек ĕçлеме, пĕрлех организацин пурлăх никĕсне çирĕплетме тăрăшатпăр. Сăмахăма вĕçленĕ май, районти мĕн пур строительсене, пирĕн хисеплĕ ветерансене професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 августа 2006
00:00
Поделиться