Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Виçпỹртсен пучахсем тулли, савăнтарать тырри-пулли

"Карлинская" Агрофирма" ЗАО ертỹçине И.М.Абсалямова Илен кунĕ ячĕпе саламласан, хуçа йăл! кулса илчĕ. _ Вырма вăхăтĕнче хамăн уяв çинчен те манса кайнă, - терĕ Илья Михайлович. - Нимех те мар, кайран, кĕркунне, уй-хир пушансан уяв тăвăпăр. 36 гектар ыраш, 18 гектар кĕрхи тулă, 10 гектар пăрçа, 18 гектар вика, 200 гектар ытла çурхи тулă, 50 гектар сĕлĕпе 100 гектар урпа пуçтарса кĕртмелле хуçалăхра. Вырмана ултă комбайн хутшăнать - Валентин Юманов, Василий Иванов, Александр Кудряшов, Юрий Горбунов, Василий Смаев тата Вячеслав Ястребов комбайнерсем тыр-пула кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Сăмах май, Валентин Юманов - хуçалăхăн тĕп инженерĕ. Хĕрỹ тапхăрта комбайн çине ларнă. Вырмана хăйĕн ывăлĕпе - 9-мĕш класра вĕренекен Сашăпа пĕрле хутшăнать. Вĕсен СК-5 "Нива" комбайнĕ, 1981 çулта туса кăларнăскер пулин те, ăста алăсем юсанипе пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Эпир В.Ивановпа А.Кудряшов ĕçлекен кĕрхи тулă уйне те çитсе куртăмăр. Тырă хỹхĕм çитĕннĕ, пучахĕсем шултра. _ Кĕр тыррисене ытларах акнă пулсан, мĕн тери аван пулатчĕ, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ В.Иванов комбайнер. - Ыраш та, кĕрхи тулă та пысăк тухăçпа савăнтараççĕ кăçал. Василий Михайлович _ "Хисеп Палли" орден кавалерĕ. Çак пысăк наградăна вăл çамрăклах _ çирĕм тăваттăрах тивĕç пулнă. Хăйне шаннă ĕçе орденоносец чунтан тăрăшса пурнăçлать. Йĕтем çинче "Хисеп Палли" орденăн тепĕр кавалерĕ _ А.А.Семенов пенсионер вăй хурать. Вăл заведующи те, тырра виçсе йышăнакан та хăйех. В.Кузьминпа А.Кузьмин машинистсене, кунта тăрăшакан бригада ĕçченĕсене те ырламалла. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Г.Антонов - КамАЗ автомашина водителĕ - ырă тĕслĕх кăтартать. Кĕр тыррисемпе пăрçа уйĕсем пушансанах комбайнсем çурхи культурăсем çине куçаççĕ. Ун чухне "хир карапĕсен" йышĕ татах хутшăнĕ - Карапай Шăмăршăри "Карла" ОООран "Енисей" комбайн килсе çитнĕ. Хальлĕхе вĕсен тырри ĕлкĕрмен иккен-ха, пĕр-пĕрне пулăшни икĕ хуçалăхшăн та усăллă. "Карлинская" Агрофирма" ЗАО кĕр тыррисене 100 гектартан кая мар акасшăн. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте кăçал лизинг меслечĕпе туяннă вĕр-çĕнĕ МТЗ-82 тракторпа ĕçлекен В.Тимофеев хастар. Виталий Валентинович - механизаторсен йăхĕнчен, хĕрĕх çул ытла тракторпа ĕçленĕ, "Ĕç Мухтавĕ" орденăн II тата III степенĕсен кавалерĕн Валентин Николаевич Тимофеевăн ывăлĕ. Хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен тỹлевсĕрех вĕри апат çитереççĕ. Т.Хайыдова аслă повар пĕрле ĕçлекенсене - Т.Юмановапа Л.Егорована мухтамасăр чăтаймарĕ. _ Пирĕншĕн чи хакли - механизаторсем тутлă апатшăн тав туса хăварни, - терĕ Таисия Ильинична. Вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ, халăх хастарлăхĕ пысăккине, техника чăрмавсăр ĕçленине шута илсен тырçи çывăх вăхăтрах вĕçленессе шанма пулать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 августа 2006
00:00
Поделиться