Шăнкăрав янăриччен
ОТПУСКРА пулин те, Виçпỹрт Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ Л.Н.Падиаров кашни кунах ĕç вырă-нĕнче. _ Çĕнĕ вĕренỹ çулне ха-тĕрленмелле вĕт, - тет Лев Николаевич. - Учительсем кĕçех отпускран тухаççĕ те, юсав ĕçĕсене пуçăнатпăр. Маларах та пуçлама пулатчĕ - укçине хальтерех кăна куçарса пачĕç. Директор каланă тăрăх, шкулта пысăк юсав ĕçĕсемех çук - ăна виçĕм çул тĕпрен юсама май килнĕ. Кăçал вара вак-тĕвек ĕçсем кăна. Материалсене - сăрăсем, шпаклевка, киçтĕксемпе ытти хатĕрсене - пĕтĕмпех янтăласа хунă. Ытти çулсенче ăна-кăна туянма вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсенчен пулăшу ыйткалама тивнĕ пулсан, дирекци кăçал ку çул çине тăрас темен: ял çынни укçа-тенкĕрен ахаль те хĕсĕк. Ачасене шкула кайма хатĕрлеме те кĕсьене самаях çỹхетме тивет-çке-ха. Шкулта юсав ĕçĕсен малтанхи тапхăрĕ пуçланнă та ĕнтĕ. Халĕ техслужащисем классемпе коридорсене, кабинетсене çуса тасатаççĕ, сăрлама хатĕрленеççĕ. Паян-ыран сăрлав ĕçĕсем те пуçланмалла. _ Ку ĕçе аслăрах классенче вĕренекенсене те явăçтарас тетпĕр, - тет Л.Падиаров. _ Ачисем ĕçе явăçнине ашшĕ-амăшĕсем хирĕç пулас çук. Эпир шкулта пулнă чух урамра та ĕç вĕретчĕ: А. Дмитриев завхозпа шкулти музыка учителĕ В.Захаров сăнав участокĕн картине юсатчĕç. Котельнăя та кĕрсе тухрăмăр. Вăл та хутса ăшăтмалли сезона пуçăнма хатĕр. Шкулти ăшăтакан система та юсавлă: ачасемшĕн хĕл хăрушă пулмĕ. Шкул столовăйĕ те хатĕр. Чăнах та, спорт залĕнче хăшпĕр юсав ĕçĕсем туса ирттермеллисем пур ĕнтĕ: вырăн-вырăнпа силленекен урай хăмисене хытармалла. Сĕтел-пукан çителĕклĕ, вĕренỹ пособийĕсемпе хатĕрĕсем тĕлĕшпе те йывăрлăхсем çук. Спорт инвентарĕ пирки те çакнах каламалла. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçлансан, стадион та пушă тăмĕ. Тĕрĕссипе, халĕ те унта ачасем мечĕк хăвалаççĕ. Шкулăн сăнав участокĕ пурри пирки асăнтăмăр-ха. _ Столовăй валли хамăр вăйпах пахча-çимĕç çитĕнтеретпĕр, - тет шкул директорĕ. - Сухана кăларса упрама хутăмăр ĕнтĕ. Купăстапа хĕрлĕ кăшман, кишĕр те начар мар çитĕнеççĕ. Улми-çырли те пур - хамăра çителĕклĕ пулĕ тесе шутлатпăр. Шкулăн пĕрремĕш хутĕнче ача сачĕ вырнаçнă. Вăл йышăнакан пỹлĕмсене вара хĕллех тĕплĕн юсаса хăварнă. Кадрсем тĕлĕшпе те йывăрлăхсем çук: учительсем, техслужащисем çителĕклĕ. Директор каланă тăрăх, вĕренекенсен йышĕ те кăçал пĕлтĕрхи шайран нумай чакмалла мар. _ Шантарсах калатăп, - палăртрĕ юлашкинчен Л.Падиаров, - çĕнĕ вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илетпĕр