Çĕкленеççĕ çĕнĕ çурт-йĕрсем
"Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне çине тăрсах вăйлатса пырать, - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. - Кашни çын пуçне хута яракан çурт-йĕр лаптăкĕпе пирĕн республика Атăлçи федерацин округĕнчи мĕн пур регионтан, çав шутра Тутарстанпа Пушкăртстанран, çавăн пекех Мускав тата Тюмень облаçĕ евĕр пуян регионсенчен, иртсе кайрĕ". Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, пирĕн районта та çул-йĕр строительстви анлăн пулса пырать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 4231 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă, тĕрлĕ çăл куçсенчен килнĕ 79 миллион тенкĕ укçана ĕçе кĕртнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 125 процент пулать. Чи пысăк объектсен шутĕнче - Шăмăршăри тĕп больницăн реанимаципе хирурги уйрăмĕсен корпусне (операци блокĕпе пĕрле) реконструкцилени, 1,3 километр тăршшĕ çул туни тата 1,8 километр çула юсани, пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсани тата ытти те. Шăмăршăра 15 хваттерлĕ çурт тăвасси малалла пырать. Вăл кăçалхи декабрьте хута каймалла. 6 çемье "Кивĕ çурт-йĕртен куçасси", 1 çемье "Социаллă çурт-йĕр", 2 çемье "Çамрăк çемье" программăпа хваттерлĕ пулĕç. Халăх хăйĕн вăйĕпе çурт тăвасси иртнĕ çулхинчен 119 процент ỹснĕ. Кăçал районта шыв пăрăхĕсем хывас, тасатакан сооружени тата канализаци тăвас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă.