Ял халăхĕшĕн тăрăшать
Районти фермер хуçалăхĕсем аталансах, вăй илсех пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - "Миха". Малтанласа кунта ĕне вити кăначчĕ, каярахпа сыснасем ĕрчетме те ятарлă вите турĕç. Галина Михайловнапа Петр Федорович Егоровсем тăрăшнипех çынсем валли ялтах ĕç вырăнĕ тупăнчĕ. Çакă пурне те савăнтарать. Культурăллă кану пирки те манса каймасть Г.Егорова. Шупашкартан Шăмăрша театр килсен, ял çыннисене спектакльсем курса киленме майсем туса парать. Çакăншăн та хисеплеççĕ Хайпăлара пурăнакансем "Миха" фермер хуçалăхĕн ертỹçине Г.Егорована, ăна ĕçре малашне те ăнăçу çеç сунаççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"