Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрманти пăшал сасси

Чĕрчуна вĕлерекенĕн чĕри пур-ши? ТИСКЕР чĕрчунсемпе вĕçен кайăксене упрасси - çут çанталăка сыхлакан тата ытти организацисен çеç мар, кашни çыннăн тивĕçĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула çут çанталăк чухăнланса пынă май (çакна хамăрăн Шăмăршă вăрманĕнче те асăрхатпăр), хальхи вăхăтра чĕрчунсене сыхласа хăварасси тата ĕрчеме майсем туса парасси пысăк задача пулса тăрать. Çак тĕллевпе сунар ĕçĕнче çирĕп йĕрке тумалла, çут çанталăка сиен кỹрекен ĕмĕтсĕр çынсене тупса палăртмалла тата саккунпа килĕшỹллĕн хытă айăпламалла. Патшалăхăн сунар надзорĕн органĕсене паян милици, патшалăх вăрман хуралĕн тата общественноç пулăшăвĕ çав тери кирлĕ. Пĕрлехи вăйпа çеç пирĕн Шăмăршă вăрманĕнче йĕрке тума май килĕ. Республикăра тата районта чĕрчун тĕнчине Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн сунар надзорĕн уйрăмĕ пăхса-сăнаса тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта рейдсем ирттерсе чĕрчун тĕнчине сиен кỹнĕ 8 тĕслĕхе регистрациленĕ. Браконьерсем пирки протоколсем çырнă тата пурне те административлă йĕркепе ответ тыттарнă. Лицензисĕр сунара тухнăшăн Кивĕ Чукал çыннине А.Малеева, Улатăр районĕнчи Суйкăн çыннине В.Пятакова, Шăмăршăра пурăнакан В.Кузьмина, Кивĕ Чукал çыннисене Ю.Измайловпа И.Измайлова административлă йĕркепе айăпланă. Сунар правилисене пăхăнманшăн Пăчăрлă Пашьелĕнчи В.Борисова та административлă йĕркепе ответ тыттарнă. Çуркунне саккуна пăхăнмасăр сунара тухнăшăн Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.Григорьевпа А.Кудряшов пирки протокол çыртăмăр. А.Кудряшов "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн территорийĕнче карăк тытма сунара тухнă. Унран сунар пăшалне туртса илнĕ тата ĕçне суда ярса панă. Çавăн пекех А.Григорьевран та, Измайловсенчен те (икĕ пăшал), В.Пятаковран та пăшалĕсене туртса илсе районти шалти ĕçсен пайне панă. Сунар йĕркине сĕмсĕррĕн пăснăшăн 5500 тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă. Район территорийĕнче пĕвесемпе кỹлĕсем те пур, вĕсенче пулă та сахал мар. Шел те, ĕмĕтсĕр чунлă çынсем пулла вăлтапа мар, сĕрекепе каяççĕ, çапла вара çут çанталăка пысăк сиен кỹреççĕ. Хальхи вăхăтра Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн сунар надзорĕн ĕçченĕсем кашни кунах рейд йĕркелеççĕ, вăрмансемпе пĕвесенче йĕркене мĕнле пăхăннине çирĕп контроллесе тăраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 июля 2006
00:00
Поделиться