Саламлаççĕ ылтăн пучахсем
"Бездна" фермер хуçалăхĕ районта пуринчен малтан тырă вырма тухрĕ. ВИÇĔ комбайн "ишет" ыраш пуссинче _ икĕ "Нива" тата "Енисей". "Енисее" кăçал Улатăр районĕнчи пĕр хуçалăхран туяннă. "Хир карапне" опытлă комбайнерсене - "Хисеп Палли" орден кавалерне Николай Анисимова тата Юрий Фадеева шанса панă Икçĕр утмăл гектар йышăнаççĕ хуçалăхра кĕр тыррисем. Минераллă удобренипе усă курнăран, тырă хỹхĕм çитĕннĕ. Николай Копыловпа Иван Кириллов комбайнерсем вырнă ыраш паккусĕсем типсенех, кунта "Енисей" çитет. _ Бункер хăвăрт тулать, - пĕлтерчĕ Николай Анисимов комбайнер. _ Кăçал пĕрчĕсем те шултра, тухăç аван пуласса кĕтетпĕр. Комбайн патĕнчен йĕтем çине С.Харитонов "Беларусь" тракторпа, Ю.Угарин ЗИЛ автомашинăпа тырă турттараççĕ. Йĕтем çинче çĕнĕ тырра Анатолий Петров виçсе йышăнать, Георгий Кузьмин машинист тырă тасатакан машинăсене пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерет. Фермер хуçалăхĕн ертỹçи Александр Сатеев кăмăллă. _ Малтанхи бункерсем савăнтараççĕ, - терĕ вăл. _ Ыраш гектартан 25-шер центнер ытла тухать. Кĕрхи тулă пучахĕсем те сулмаклă. Кăçал кĕр тыррисене 300 гектартан кая мар акатăп - хуть те хăш çул та тупăшĕ пысăк. Фермер вырма ĕçĕсене икĕ эрнере вĕçлеме шутлать. Техника юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Утă сутса тунă укçапа солярка тата сĕрмелли хатĕрсем туяннă. Ĕçлекенсене тивĕçлипе хавхалантарма пĕлет Александр Сатеев. Июнь уйăхĕшĕн ĕç укçи тỹлесе татнă. Кашни çынна тỹлевсĕрех виçшер автомашина утă панă. Хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Галина Ермолаева повар пĕçернĕ апата механизаторсем юратса çиеççĕ. Вырма ĕçĕсем пынипе пĕрлех, ытти ĕçсене те кая хăвармаççĕ. Кĕр тыррисем акма хальлĕхе 150 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать. Фермăра та юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă. Фермер Муркаш районĕнчи "Волга" ОООран 30 пуç ăратлă сысна амипе 3 пуç сысна аçи туяннă. Ĕнесен йышне те ỹстересшĕн. Александр Сатеев кăçалхи çуркунне пĕвене пулă чĕпписем (мальки) яни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Фермер пулăсене апатлантарсах тăрать. Çак кунсенче пĕвене 0,5 тонна тулă яни çинчен пĕлтерчĕ. Икĕ-виçĕ çултан кунта чи лайăх кану вырăнĕ пулĕ, пулă тытса савăнма та пултарĕç пашьелсем.