Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕр çемьерен - виçĕ офицер

Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ Петр Головинский 1938 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Хасан кỹлли патĕнче яппунсемпе пулса иртнĕ хирĕçỹсене те хутшăннă, кайран Аслă Отечествăлла вăрçăра çапăçнă, нумай наградăсене тивĕçнĕ. Унăн ывăлĕ те _ Анатолий Петрович _ çар çынни, моряк. Вăл 1964 çулта вăтам шкул пĕтернĕ те Баку хулине тухса кайнă, СССР Тинĕс-çар Флочĕн учрежденийĕсенче ĕçленĕ. Тепĕр çултан йĕкĕт Каспийскри аслă Тинĕс-çар училищин курсанчĕ пулса тăнă, 1970 çулта унтан штурман профессине алла илсе тухнă. 1970-92 çулсенче А.Головинский Тинĕс-çар Флочĕн карапĕсем çинче службăра тăнă. 1992 çулта 2 рангри капитан çул çитнипе запаса тухнă. Тивĕçлĕ канура та ахаль ларман ĕнерхи офицер _ ăна каллех тинĕс илĕртнĕ. Анатолий Петрович Çурçĕр-хĕвел анăç погранокругра патруль суднин капитанĕ пулса ĕçленĕ. Çемье династине малалла унăн ывăлĕсем тăснă, ашшĕ пекех Тинĕс-çар Флочĕн офицерĕсем пулса тăнă. Пĕри - Андрей Анатольевич - 1995 çулта М.В.Фрунзе ячĕпе хисепленекен Аслă тинĕс училищинчен вĕренсе тухнă, гидрограф ăсталăхне алла илнĕ. 2000 çулта вара офицер куçăмсăр майпа пединститут пĕтернĕ, психолог пулса тăнă, 2006 çулта Раççей Федерацийĕн Оборона Министерствин çар университетĕнчен вĕренсе тухнă. Андрей 1995-2004 çулсенче Лăпкă океан флотĕнче службăра тăнă, хальхи вăхăтра çар службине Санкт-Петербургри тинĕс-çар базинче малалла тăсать. Вăл - виççĕмĕш рангри капитан. Тепĕр ывăлĕ _ Александр _ 2003 çулта Петродворецкри тинĕс çарĕсен радиоэлектроника институтĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ офицер Раççей Федерацийĕн Федераллă Хăрушсăрлăх Службин федераллă чикĕ службин чаçĕнче службăра тăрать, капитан-лейтенант. Анатолий Петровичăн Максим мăнукĕ те тинĕс офицерĕ пулма ĕмĕтленет, çине тăрсах хатĕрленет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 июля 2006
00:00
Поделиться