Наркотиксем е сывлăх?
Наркомани сывлăха питĕ хытă сиенлет, вăй-хала чакарать. Организм сиенленни шалти органсене, уйрăмах пĕверпе пỹресене вăйлă витĕм кỹрет. Наркомансем хушшинче чи анлă сарăлнă чирсем - гепатит тата СПИД. Вĕсем çынна юн урлă ереççĕ. Çакă наркомансем пĕр шприцпах темиçен укол тунинчен те килет. Енчен те наркоман опийпе усă курать пулсан, вăл хатĕр шĕвеке туянать. Сутакан вара дозăсене пĕр хурантанах, пĕр шприцранах хатĕрлет. СПИДа наркоман наркотике хăй кăна юна ярсан та ертме пултарать. Юлашки çулталăкра кăна ВИЧ-инфекципе чирлесси çĕршывра ултă хут ỹснĕ. Çакă наркомансем хушшинче вирус анлă сарăлнипе çыхăннă. Наркодилерсем, наркотиксем хатĕрленĕ май, вĕсене кĕпе-тумтир çумалли порошок е сахăр пудри хушаççĕ. Пĕр сăмахпа, таса наркотиксем çук: вĕсенче кашнинчех хушнă сиенлĕ веществосем пур. Шăпах çакă пысăк хăрушлăх кăларса тăратать те ĕнтĕ. Çакнашкал наркомансене дозăран ытларах юна яни вилĕме чĕнсе илнипе пĕрех. Наркоманăн вăтам ĕмĕрĕ, енчен вăл наркотиксене юна ярать пулсан, вăтамран 7-10 çул шутланать. Чăн та, ытларах пурăнакансем те пур. Хăшĕсем вара наркотиксемпе усă курма пуçласан 6-8 уйăхранах вилсе каяççĕ. Халĕ хăвăрах шухăшласа пăхăр, мĕн хаклăрах: наркотик е сывлăх?