Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕтсе илĕ капăр шкул

"Тупнă тĕлĕнмелли: шкул вăл пур çĕрте те пĕрех, унта та, кунта ачасем вĕренеççĕ, учительсем ĕçлеççĕ", - теме пăхĕç хăшĕсем. Тепĕр чух çакăнпа килĕшесех килмест: киввипе хальхи хушшинчи уйрăмлăх çав тери пысăк. Илер-ха, акă, Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул çурчĕпе унăн таврашне. Юлашки вăхăтра кунта палламалла мар ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Йĕри-тавра - чечексем, хапхине сăрласа илемлетнĕ. Халĕ васансем пикенсех çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленеççĕ. Пирĕн штатра тăман корреспондент А.Антонов шкул директорĕнчен Г.ЛАРШНИКОВРАН юсав ĕçĕсем мĕнле пыни пирки каласа пама ыйтнă. _ Начар мар тенĕ пулăттăм, - палăртнă Герман Николаевич. - Ĕçлетпĕр, вăй çитнĕ таран тăрăшатпăр. Таçтан такам килсе туса парасса кĕтмелле мар вĕт-ха, хамăрăнах тăрăшмалла. _ Халиччен мĕскер-мĕскер туса ирттерме май килчĕ? _ Шкул таврашĕнче тахçан теплица пурччĕ. Пăхакан пулманнипе, усă курманран юрăхсăра тухрĕ вăл. Анчах та пур япалана мĕншĕн сая ямалла-ха? Шутларăмăр та, унтан склад тăвас терĕмĕр. Кунта ЧГУн стройфак студенчĕ Е.Горбунов ертсе пынипе шкул ачисем ĕçлерĕç. 8 класри Саша Смаев, 10 класри Денис Яковлевпа Гена Сергеев уйрăмах маттур пулчĕç. Шкулти актовăй зал массăллă культурăллă мероприятисем ирттерме тăвăртарахчĕ, ăна анлăлатрăмăр, сценăна çĕнетрĕмĕр, сăрласа тухрăмăр. Халĕ кунта кĕме те кăмăллă. Кăçалтан Кивĕ Шăмăршăри пуçламăш шкул пирĕн пата куçать. Куçрĕ те темелле ĕнтĕ. Кĕçĕн классем валли "Юмах тĕнчи" ятлă уйрăм блок йĕркелерĕмĕр, унта ачасене выляма ятарлă пỹлĕм те пур. Коридорти стенасене, мачча-урайне юсанă, сăрласа тухнă. Классенче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ: сĕтел-пукана юсанă. Сăрă туянма ашшĕ-амăшĕсем пулăшрĕç. Каникул вăхăтĕнче 10 класра вĕренекенсем Шăмăршă лесничествине çамрăк хунавсене çум-курăкран тасатма пулăшрĕç. Çакăншăн вăрман хуçалăхĕ шкула укçа тата строительство материалĕсем пачĕ. _ Пулăшакансем татах та пулчĕç пулĕ-ха, Герман Николаевич? _ Унсăрăн мар ĕнтĕ. Кăçал, акă, шкул çумĕнче çĕнĕ стадион йĕркелерĕмĕр. Çĕре тасатса тикĕслеме Шăмăршăри ДРСУ пысăк пулăшу пачĕ. Халĕ стадионта футбол, волейбол, баскетбол площадкисем, гимнастика "хули", чăрмавсем витĕр тухмалли тăрăх пур. Сăмах спорт çине куçрĕ пулсан, çакна та каласа хăварам. Çак кунсенче шкулти спортзала та юсаса çĕнетме тытăнатпăр. Хальлĕхе, шел, çĕрĕшнĕ урайне улăштарма материал çукки чăрмантарать. _ Хальхи вăхăтра мĕнле ĕçсем пыраççĕ? _ Столовăй урайне улăштаратпăр. Шкулта ятарлă юсав бригади ĕçлет, ăна А.Тюнтеров завхоз ертсе пырать. Юсав ĕçĕсене, ачасемпе пĕрлех, учительсемпе техслужащисем те хутшăнаççĕ. Халĕ, çавăн пекех, стенасем çумне гипсокартон çапатпăр, ун хыççăн илемлĕ обой çыпăçтаратпăр. Малашне классенче çутăрах, ăшăрах пулĕ. Пĕр сăмахпа каласан, шкулта юлашки юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пурне те капăр шкул кĕтсе илĕ. Вĕренекенсен йышĕ кăçал та 160 ачаран кая мар пулать. Учительсем çитеççĕ. _ Герман Николаевич, шкулăн опытпа сăнав участокĕ те пур вĕт-ха... _ Каникул кунĕсенче ун çинчен те манса кайман. Ачасем унта çу-каçа ĕçлеççĕ, кунти чечек клумбисене пăхсах тăраççĕ: çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ. Шкула чечексем çеç мар, ун умĕнчи беседка та илем кỹрет. Ăна В.Полковников ертсе пынипе кăçалхи выпускниксем ăсталарĕç. Чăннипех хитре те илĕртỹллĕ пулса тухрĕ вăл. _ Калаçушăн тавах сире, Герман Николаевич. Юсав ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлемелле пултăр. _ Çапла пултăрччĕ. Сире вара хаваспах Пĕлỹ кунне уявлама, пĕрремĕш шăнкăрав сассине итлеме килме йыхравлатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 июля 2006
00:00
Поделиться