Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ырă ĕçе ырă çын тăвать

В.Алюков - запасри çар çынни, Афган вăр-çине те хутшăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан, Виталий Васильевич çуралса ỹснĕ ялне _ Виçпỹрт Шăмăршăна таврăннă. Хресчен ĕçĕшĕн тунсăхланăскер, Алюков ял вĕçĕнчи тахçан хупланă пусса чавса çĕнетме, çĕнĕ пура яма тĕллев лартать. Шутланă - тунă. Хăй вăйĕпе тата ял çыннисем пулăшнипе, часах аслă çул хĕрринчен инçех те мар тарасаллă пусă çĕкленет. Халĕ тăван ял çыннисем çеç мар, аслă çулпа иртекен автомашинăсен водителĕсем те чарăнса Алюков пуссинчи тăрă та сивĕ шыва ĕçеççĕ, ырă ĕç тăвакана ырăпа аса илеççĕ. Виталий Васильевич - Виçпỹрт Шăмăршăри Ленин урам комитечĕн председателĕ. Алюков тăрăшнипех ĕнтĕ çак урам тирпей-илем кĕртессипе районти конкурсра çулленех çĕнтерет. Кăçалхи Акатуйра вара Виçпỹрт Шăмăршă ялне те таврара чи илемлисенчен пĕри тесе палăртрĕç, район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. _ Тăван ялшăн тăрăшасси - кашни çын тивĕçĕ, - тет В.Алюков. _ Пирĕн ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене упрамалла, йывăç лартса, пусă чавса, пĕве пĕвелесе яла илем кĕртмелле. Чылай ĕçсене, асаттесен йăлипе, укçасăрах, ниме мелĕпе тума тăрăшмалла. Вара ырă ĕçсем те ытларах пулĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 июля 2006
00:00
Поделиться