Тырçи чĕнет, васкатать
ТЕМИÇЕ эрне каярах кăна симĕс пулнă тыр-пул пуссисем хăйсен тумне улăштарчĕç: халĕ вĕсем ылтăн пек сап-сарă. Тĕш тырăсем ĕлкĕрсе çитнĕпе пĕрех - тепрер эрнерен вырмана тухма та вăхăт. Мĕнлерех хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ-ха ăна хуçалăхсенче? _ Хире тăватă комбайн кăларатпăр, - пĕлтерчĕ "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн тĕп инженерĕ В.Морозов. - Комбайнерсем çитеççĕ, вĕсене пулăшакансене çирĕплетнĕ. Хуçалăхра "уй-хир карапĕсем" хатĕрпе пĕрех, юлашки юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вун тăваттăмĕш вырма каçалăкне уçакан В.Курносов комбайнерпа курса калаçрăм. Ун шучĕпе, кăçалхи тырçи те ăнăçлă иртмелле, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тĕлĕшпе çеç чăрмавсем ан пулччăр. Комбайнерсем пурте опытлăскерсем. А.Юнкеров, В.Бакланов, Н.Краснов вырмана пĕрремĕш çул çеç мар хутшăнаççĕ. "Искра" СХПКра та тырçине çине тăрса хатĕрленни курăнчĕ. Комбайнерсем пурте хăйсен ĕç вырăнĕсенче, вĕсем те юлашки юсав ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Кунта вырмана пĕр ДОНпа виçĕ "Нива" хутшăнмалла. Тĕрĕссипе, пĕр "Нивăна" тахçанах пăрахăçланă, апла пулин та А.Багаутдиновăн ылтăн аллисем ăна кăçал та чун кĕртме пултарнă. Вăл тĕш тырăсене кушăхтарма çулнă çĕрте ĕçлĕ. "ДОН-1500" комбайна Ю.Балянина шанса панă. Ĕçре ăна Дима ывăлĕ пулăшĕ. Тепĕр икĕ "Нива" СК-5 "уй-хир карапĕсене" "ишеве" М.Тепитовпа В.Скворцов илсе тухĕç. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ М.Ибетуллов каланă тăрăх, вырмана тракторпа кăкарса ĕçлемелли ЖВП-6 жатка та хутшăнмалла. Вăл та юсавлă. Йĕтем çинче те тахçанах "пăр тапраннă" - тырă тасатса сортламалли агрегатсене юсаççĕ. "Восход" тата "Искра" СХПКсем кăçалхи вырмана та ăнăçлă ирттересси пирки иккĕленме кирлĕ мар. "Мир" хуçалăхра вара хальлĕхе лару-тăру урăхларах, юсав ĕçĕсенче хăшпĕр йывăрлăхсем пур. Икĕ "ДОНпа" пĕр "Нива" шутланаççĕ кунта. А.Минулловпа В.Актемова шанса панă "ДОНсене" илсен, вĕсем çинче механизмсемпе çаврăнакан пайсене хуплакан кожухсем çук. Вĕсемсĕр ĕçлеме вара питĕ хăрушă - çакă хăрушсăрлăх техникин правилисене тỹрремĕнех пăснине пĕлтерет. Ĕçре вара темле кĕтмен инкек те пулма пултарать. В.Актемовăн "ДОНĕ" вăрах "ишейĕ-ши" тата? Мĕншĕн тесен, унăн малти пĕр кустăрмин покрышки самаях çурăлнă. Комбайнер каланă тăрăх, ăна туянма сахалтан та 20 пин тенкĕ кирлĕ. Ирĕксĕрех хăй пĕлнĕ пек сапланă вăл ăна. Анчах вăл вырмана вĕçличчен чăтайĕ-ши? Вăтăр çул комбайнерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă С.Гиматдинов кăçал та штурвал умне ларма кăмăл тунă. Хăйĕн "Нивине" çине тăрсах юсать вăл, кивĕрен çĕнĕ тума тăрăшать. "Луч" хуçалăхра та икĕ "Нивăпа" пĕр "ДОН". Тỹрех каламалла: кунта комбайнсене юсасси вăраха тăсăлса кайнă, саппас пайсемпе те йывăрлăхсем пур. Вырма вара кĕтесшĕнех мар, васкатать, пиçсе çитнĕ ылтăн пек тыр пул çĕр ĕçченне хăй патне йыхăрать, хăйне çухатусăр пухса кĕртме ыйтать.