Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пурăнать ялта кинемей

Çак кунсенче Çĕнĕ Шăмăршăра пурăнакан Евгения Ивановна Шамеева 90 çул тултарчĕ. Пурнăç нушине сахал мар курнă вăл. Йывăр çулсенче те пуçне усман, выçлăха та парăнман. Çемье ăшшине те нумаях туйса пурăнайман Евгения Ивановна, мăшăрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатса янă та кĕтсе илеймен. Пĕчĕк хĕрĕпе кăна тăрса юлнă çĕр çинче. Çулсем иртсен, Е.Шамеева килне пĕр арçынна кĕртсе çемье çавăрма шут тытнă. Шел те, телей кайăкĕ хуçаланайман кил-çуртра. Арçынĕ йĕркеллĕ çын пулманран, тĕвĕленме пуçланнă çиппе татма тивнĕ. Евгения Ивановнăн тепĕр упăшкинчен ывăл ача çуралать. Хĕрпе ывăлне ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ хĕрарăм. Шел, ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ват кинемее халĕ ултă мăнукĕпе мăнукĕсен 13 ачи савăнтарса, татах та нумай пурăнма хавхалантарса пыраççĕ. Хĕрĕпе кинĕ те амăшне пăхса, асăрхасах тăраççĕ, çĕр çул ытла пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Тăванĕсем те Е.Шамеевана хисеплесе ун патне пырсах çỹреççĕ. Витя, Валя, Галя, Толя, Нина, Зоя хăйсен çемйисемпе те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2006
00:00
Поделиться