Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мĕн тути калать, фермер çăкăрĕ?

ТИНТЕРЕХ çеç ăшă çумăр çуса иртнĕ те, тарăн çырма çыранĕсемпе анса хăпарма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çỹлелле тапаçланса хăпарсан, куç умне илемлĕ ỹкерчĕк тухса тăчĕ: ăнса пулнă пан улмисене аран çеç йăтса ларакан улмуççисем, çумăр пĕлĕчĕсем хыçĕнчен шуса тухнă, тавралăх çине йăл! кулса пăхакан хĕвел пек чечеклĕ хĕвел çаврăнăшĕсем, ăста алăсем çĕкленĕ çурт-хуралтăсем... Пире хирĕç харăсах пилĕк-ултă йытă чупса тухрĕ, часах çын та сас пачĕ: _ Ан хăрăр, ырă çынсене тивмеççĕ вĕсем! Çынни паллаканскер иккен - П.А.Синелев пенсионер. Унран "Шуçăм" фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Михаил Пыркин пирки ыйтрăмăр. _ Яла анчĕ-ха, часах килмелле, - пĕлтерчĕ Синелев. Алă панă чух вăл хăйĕнпе "управляющи" тесе паллаштарчĕ. Чăнах та, кĕçех М.Пыркин та килсе çитрĕ. Тутарстанри пĕр хуçалăхран тырă туяннă иккен, ăна склада кĕртме çынсем шырама кайнă. _ Сыснасем усратăп, - терĕ фермер. _ Хальлĕхе 61 пуç. Паян-ыран йыш татах хушăнмалла. Çăвăрламалли сысна амисем 14 вĕт-ха. Çакă тĕлĕнтерчĕ: Пыркинăн сыснисем ирĕкре, çырма тăрăх çỹреççĕ. Амăшĕсем те, çурисем те пĕрлех сăмсисемпе çерем чакалаççĕ. Михаил Игнатьевич каланă тăрăх, çут çанталăк ытамĕнче сыснасем чирлемеççĕ те. Кăçал вăл ял çыннисене тата çывăхри ялсенче пурăнакансене 120 çура сутнă. Шултра шурă тата хура-ула ăратлă сысна çурисене туянакансем йышлă, çураличченех йышăнса хураççĕ. "Шуçăм" фермер хуçалăхĕ 1990 çулта - районта çеç мар, республикăра та чăн малтисен шутĕнче йĕркеленнĕ. Тинĕсре ишсе капитана çитнĕ, отставкăна тухнă М.И.Пыркин 9,7 гектар çырма-çатраллă çĕре арендăна илнĕ те, паян кун та çак çĕр çинчех тăрмашать. Вун ултă çул хушшинче пăхсан ытарма çук сад пахчи (5,7 гектар) лартса ỹстернĕ. Ытти çĕр çинче тулă тата хура тул акса çитĕнтерет. _ Хăшĕ-пĕрисем фермер çăкăрне ăмсанма та пăхаççĕ, - тет М.Пыркин. - Имĕш, пуян пурăнать иккен вăл, утмăл-çитмĕл пуç сысна усраса мишукĕпех укçа "çапать". Анчах çăмăллăн пиçет-и-ха фермер çăкăрĕ? Çулталăкĕпех канмалли кунсемсĕр, уяв кунĕсемсĕр, шуçăмпа тăрса тĕттĕмччен ĕçлеме тивнине мĕншĕн шута илесшĕн мар? Михаил Игнатьевич "АПК аталанăвĕ" наци проектне йышăннине "питех та вăхăтлă тата кирлĕ ĕç" тесе хаклать. Çак проектпа килĕшỹллĕн, ăратлă сысна амисем туянма хăй те Перекет банкĕнчен çăмăллăхлă кредит илнĕ. _ Ял çыннисем кредит илме шикленсе тăнине эпĕ ăнланмастăп, - тет фермер. - Кунтан та лайăхрах кредит халиччен нихăçан та пулман, тен, малашне те пулмĕ. Çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕпе усă курса юлмаллах. ...Сехет йĕпписем кăнтăр апачĕн вăхăчĕ çитнине пĕлтереççĕ. П.Синелев управляющи иккĕмĕш хутри крыльца çивиттийĕ айне çакнă тимĕре йывăç мăлатукпа виçĕ-тăватă хутчен тỹплеттерсен, çырмаран умлă-хыçлăн сыснасем хăпарма пуçларĕç. Хăнăхнă иккен вĕсем çак сасса, "çар дисциплинине" (М.Пыркин пекех, П.Синелев та _ унчченхи çар çынни, отставкăри майор) çирĕп пăхăнаççĕ. Фермер сыснасене тулă пĕçерсе çитерет, типĕ апат та парать. Шывне çырмара ĕçеççĕ. Тăкăннă пан улмисене хăйсем тупса çиеççĕ. Фермерăн çуллахи çуртĕнче те, ытти хуралтăсенче те эмел курăкĕсенчен хатĕрленĕ милĕксем çакăнса тăраççĕ. Хĕл кунĕсенче витаминлă апат кирлех, эмел курăкĕ чир-чĕртен упранма та пулăшĕ. _ Ĕмĕтĕм - сыснасен йышне 100 пуçа çитересси, - пĕлтерчĕ М.И.Пыркин фермер. _ Сысна ашĕ туса илнин хăй хаклăхĕ пĕрре те пысăк мар, çурасем сутни вара тата та тупăшлăрах. Михаил Игнатьевича эпир çывхарса килекен Тинĕс-çар Флочĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларăмăр, йывăр та канăçсăр ĕçре ăнăçусем сунтăмăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2006
00:00
Поделиться