Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илемлĕх культурăллă пурăнма вĕрентет

ТУЛТАН та, шалтан та илемлĕ халĕ Анат Чаткасри Культура çурчĕ. Ял поселенийĕн администрацийĕ тăрăшнипе, çу кунĕсенче çурт ăш-чиккине юсаса илемлетрĕç. Андрей Егоров, Валерий Давыдов тата Вячеслав Давыдов строительсем стенасене шурă пластик çапрĕç. Фойене вара мрамор тĕслĕ пластик илем кỹрет. Хулари Культура керменĕнчен пĕрре те кая мар. Эпир пынă чух строительсем библиотекăри юлашки ĕçсене вĕçлесе пыратчĕç. Шăпах çавăнта ỹкерсе илчĕ те ĕнтĕ вĕсене пирĕн штатра тăман фотокорреспондент.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2006
00:00
Поделиться