Районти уй-хирсенче
Ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çуласси вĕçленнĕ. Пурĕ 3000 тонна ытла утă хатĕрленĕ (çак шута халăха ĕçленĕшĕн уйăрса пани тата уйрăм çынсене сутни те кĕрет). Хуçалăхсенче пĕр çул ỹсекен курăксем 580 гектар йышăнаççĕ пулсан, 100 гектарне çулнă. "Карлин-ская", "Исток", "Шанс" хуçалăхсенче сенаж хываççĕ. Вырма ĕçĕсем çывхарнă май, хуçалăхсенче техникăна юсаççĕ. Шел те, юсав хăвăртлăхĕ пысăк мар, уйрăмах çакна "Мир", "Луч" тата "Нива" хуçалăхсем пирки каламалла. Ком- байнсем хире тухиччен вăхăт нумай юлмарĕ, васкамасăр ĕçлени хака ларма пултарать. Хура çăкăр çиекен хур курман МАН ỹсĕмрисем те, каярах çуралнисем те хура çăкăр çисе çитĕннĕ. Ас тăватăп-ха, кăмакара ыраш çăкăрĕ пиçнĕ чух пỹртре çеç мар, урамра та сăмсана кăтăклакан ырă шăршă сарăлатчĕ. Шел, халĕ çак шăршă çухалчĕ, ютран кỹрсе килнĕ çăнăхран пĕçернĕ çăкăр анне пĕçернине çитейместех ĕнтĕ... Ку - сăмах май çеç. Паянхи калаçăвăм вара - кĕр тыррисем пирки.Темшĕн, юлашки çулсенче ырашпа кĕрхи тулла хисеплесси чакрĕ, вĕсен лаптăкĕ те пĕчĕкленчĕ. Çуллен тенĕ пекех, кĕр тыррисем пысăк лаптăк çинче шăнаççĕ. Агроном мар пулин те, çакăн сăлтавĕ ырашпа кĕрхи тулла акмалли технологие пăхăнманнинче пулĕ, тетĕп. Тухăçа тата сивве тỹсессине вăрлăх пахалăхĕ те чакарать пулĕ. Кăçал та, акă, куçăмлă фондра пĕр центнер вăрлăх та çук, çĕнĕ тухăçран акма тивет. 2033 гектар çинчи кĕр тыррисене пухса кĕртмелле районти хуçалăхсен. Вырма ĕçĕсене ирттернипе пĕрлех, çитес çулхи тухăç пирки те паянах шутламалла. Кăçал хуçалăхсем пĕлтĕрхинчен ытларах _ пурĕ 3100 гектар ырашпа кĕрхи тулă акасшăн. "Исток", "Яблоневка", "Колос" хуçалăхсем 300-шер, "Бездна" фермер хуçалăхĕ 200 гектар акма палăртнă. Хальлĕхе районĕпе 1 пин гектара яхăн çĕр хатĕрленĕ. "Колос", "Яблоневка", "Искра", "Карлинская" хуçалăхсем ыттисенчен лайăхрах ĕçлеççĕ пулсан, "Нива" хуçалăхра кĕр аки çывхарни пирки шутламаççĕ те. "Мир", "Агродор" хуçалăхсен те çĕр хатĕрлессине хăвăртлатмалла. Хресчен нихăçан та ыраша лайăх кăпкалатса хатĕрлемен çĕр çине акман. Çемçе те пулăхлă тăпра çинче калча лайăх çитĕннине авалах пĕлнĕ. Шел те, ыраш акма паян хатĕрлекен хăш-пĕр хирте "шуйттан та урине хуçать". Ăçтан çитĕнтĕр ĕнтĕ кунта парка калча? Юлашки çулсенче хире тислĕк кăлараймастпăр, çавăнпа та минераллă удобренисем туянма тăрăшасчĕ. Тăкак пысăк тухăçпа таврăнатех. Фосфорпа кали хывни хĕллехи сивĕсене çăмăллăн тỹссе ирттерме май парать. Çакна "Яблоневка" хуçалăх тĕслĕхĕ те аван çирĕплетет. Кунта кĕр тыррисем çулленех лайăх тухăçпа савăнтараççĕ. "Районти нумай хуçалăхсен çулленхи йăнăшĕ - кĕр тыррисене кая юлса акни, - тет ял хуçалăх наукисен кандидачĕ М.И.Захаров. _ Çапла вара, ыраш лайăх тĕмленсе юлаймасть, калча хĕле имшер кĕрет. Пирĕн тăрăхра кĕр аки августăн 10-мĕшĕнче пуçланмалла та, уйăх пĕтиччен акса хăвармалла. Вăрлăха имçамласа кăна акмалла!" Михаил Иванович район администрацийĕ çумĕнче ватă çĕр ĕçченĕсен канашне йĕркелени кирлех тесе шутлать. Çак канаша М.Н.Ухваркина, И.А.Журавлева, А.У.Усьманова, В.П.Корчакова, Р.М.Калакова, В.Г.Шикина тата ытти хăш-пĕр юлташсене кĕртмелле. Вĕсем çамрăксене тырпул тухăçне ỹстерес, çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшас енĕпе усăллă канашсем парĕччĕç. "Хура çăкăр çиекен хур курман", - тенĕ ваттисем. Ырашпа кĕрхи тулла ытларах лаптăк çинче акса çи-тĕнтерекен хуçалăхăн та пỹлмисем тулли пулĕç, тырă сутса укçа та тăвĕç. Ив.САЛАНТАЙ. Çăмăллăхлă кредит хушма хуçалăха аталантарма пулăшать ХАЛЬЛĔХЕ районта пурăнакан 163 çын - пурĕ 22 миллион та 819 пин тенкĕ - килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çав шутран Раççей ял хуçалăх банкĕн республикăри филиалĕнчен 12 миллион та 700 пин, Раççей Перекет банкĕн филиалĕ урлă 10 миллион та 119 пин тенкĕ. Хальхи вăхăтра çак икĕ банкра район çыннисем çăмăллăхлă кредит илме хатĕрлесе çитернĕ 124 документ выртать. Вĕсен пĕтĕмĕшле сумми - 15 миллион тенкĕ.