Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МĔН ÇИЕТПĔР, МĔН ĔÇЕТПĔР?

Çыннăн чи хаклă, нимĕнпе те виçейми пуянлăхĕ - сывлăх. Вăл вара эпир пурăнакан тавралăхран, апат-çимĕçрен, шывран питĕ нумай килет. Мĕн çиетпĕр-ха эпир, мĕн ĕçетпĕр? Шăпах çак ыйтусене панă та пирĕн корреспондент Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Патăрьел территори уйрăмĕн ертỹçине Н.М.СЕРГЕЕВАНА. _ Надежда Михайловна, пытарма кирлĕ мар пулĕ: юлашки вăхăтра районта çынсем хăш-пĕр чирсемпе аптăрасси ỹсни курăнать. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? _ Ку ыйтăва пĕр сăмахпа хуравлаймăн. Ман шутпа, тĕп сăлтавсенчен пĕри - санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ. Тепĕр чухне хамăр мĕн çинине, мĕн ĕçнине те чухласах каймастпăр вĕт. Пахалăхĕ иккĕлентерекен продуктсене те туянатпăр. Сертификачĕ пур-и вĕсен е çук, мĕнлерех упранаççĕ вĕсем - уясах кай- мастпăр. Пасарта уйрăмах лайăх палăрать çакă. Хăш-пĕр предпринимательсен лавккисенче те санитарипе гигиена правилисене пăхăнсах каймаççĕ, апат-çимĕç продукчĕсене упрамалли йĕркене пăсаççĕ. _ Сăмах апат-çимĕçрен пуçланчĕ-ха пирĕн... _ Пурин те хырăм выçать вĕт. Сăмах пушă ан пултăр тенĕ евĕр, тĕслĕхсем илсе кăтартар-ха. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта продовольстви чĕр-таварĕпе апат-çимĕç продучĕсене 92 хутчен тĕрĕсленĕ. Вĕсем пурте гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ, микотоксиксемпе наркăмăшлă япаласем, нитратсем палăртнă виçерен пысăк пулман. 64 микробиологи тĕрĕслевĕ те гигиена нормативĕ кирлĕ шайрах пулнине кăтартнă. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан хăш-пĕр апат-çимĕç продукчĕсене браклама тиврĕ. Вăл шутран: сĕт продукчĕсем - 10 парти (21,44 килограмм), кондитер изделийĕсем - 2 парти (0,5 кг), пулăпа унран хатĕрлен продуктсем _ 2 парти (0,85 кг), алкогольсăр напитоксем - 1 парти (0,5 кг), кăлпасси изделийĕсем - 1 парти (0,810 кг). Шутласан нумаях та мар пек. Анчах, тĕрĕслевсем умĕн, вĕсене çынсем туянма ĕлкĕреймен тени хытах ик-кĕлентерет. _ "Пусă шывĕ куç пек тăрă" тени пур пĕр юрăра... _ Пур çĕрте те мар çав. Централизациленĕ майпа паракан шыв тĕрĕслевĕсене 62 хутчен ирттернĕ. 7 тĕслĕхĕ гигиена нормативĕсене тивĕçтерменни палăрчĕ. Çакă Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнче, "Коммунальник" МУПра палăрчĕ. Сăлтавĕ - шыв пăтранчăк пулни. Ведомствăлла шыв пăрăхĕсене тĕрĕсленĕ 30 тĕслĕхрен пиллĕкĕшĕ нормативсене тивĕçтермен. Коммуналлă шыв пăрăхĕсенчен илнĕ 19 тĕслĕхрен пĕри гигиена нормативĕсене ти-вĕçтермерĕ. _ Надежда Михайловна, сăмах сывлăх çинчен пуçланчĕ-ха та... _ Йĕрке тăрăх, кашни предприятипе организацире, учрежденире, пĕрлешỹллĕ хуçалăхра ĕçлекенсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Кăçал 182 çын тĕрĕсленмелле пулнă пулсан, 74 çын (40,6 процент) больницăра пулнă. "Саид" тата "Строитель" ОООсенче ĕçлекенсем пуртех тĕрĕслев витĕр тухман. Çавăн пекех "Шанс" ООО, "Луч", "Мир", "Нива", "Яблоневка", "Колос", "Восход" хуçалăхсен ертỹçисем, "Бездна" КФХ ертỹçи çынсене медосмотр кăларассине йĕркелемен. _ Халĕ ачасен _ çуллахи каникул кунĕсем. Нумай шкулсенче ĕçпе кану лагерĕсене йĕркеленĕ. _ Вĕсене те пăхсах, тĕрĕслесех тăратпăр. Кун пек лагерьсем 14 шутланаççĕ. Вĕсене санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвĕсем панă хыççăн çеç уçнă. Ачасене паракан апат-çимĕç продукчĕсене 11 хутчен, çавăн пекех, ĕçмелли шывăн 11 пробине тĕрĕсленĕ. Тăпрари паразитологи шайне те 11 хутчен тишкернĕ. Пĕтĕмлетỹсем пурте тенĕ пекех санитарипе гигиена шайне тивĕçтереççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 июля 2006
00:00
Поделиться