Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чиркỹ чанĕн янравĕ пирĕн чунсене тасатĕ.

Вырăс Православи чиркĕвĕ хăйĕн вăрăм историйĕнче тĕрлĕ тапхăра чăтса ирттернĕ. Октябрьти революци хыççăн çуралнă атеизм идеологийĕ чиркỹсене хупасси е çĕмĕресси, тĕн çыннисене тата тĕне ĕненекенсене хĕсĕрлесси патне илсе çитернĕ. Хамăр районта та акă, 1938 çулта Энтĕрьелĕнче Покров Пресвятой Богородицы чиркĕвĕ, 1941 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче Божией Матери Казанской чиркĕвĕ, 1933 çулта Карапай Шăмăршăра Святитель Николай Чудотворец Мир Ликийский чиркĕвĕ, 1939 çулта Çĕнĕ Чукалта Божией Матери Казанской чиркĕвĕ, 1940 çулта Кивĕ Шăмăршăра Божией Матери Казанской чиркĕвĕ, 1939 çулта Палтиелĕнче Святой Архангел Михаил чиркĕвĕ, 1936 çулта Виçпỹрт Шăмăршăра Святой Архангел чиркĕвĕ, 1930 çулта Анат Чаткасра Святой Николай Чудотворец Мир Ликийский чиркĕвĕ, 1940 çулта Шамкайра Святая Троица чиркĕвĕ, 1929 çулта Шăмăршăра Рождество Христова чиркĕвĕ хупăннă. Хăш-пĕр чиркỹсене вуçех çĕмĕрсе тăкнă е вĕсен пушаннă çур-чĕсенче клуб уçнă, склад вырăнне те усă курнă. Сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче - тăхăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче - Раççее тĕне кĕртнĕренпе 1000 çул çитнине уявланă тапхăрта, районта чиркỹсем çĕнĕрен уçăлма тытăнчĕç. Варнава Архиепископăн 1994 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчи 219-мĕш номерлĕ Указĕпе Шăмăршă прихучĕ туса хунă, унта Палтиел, Пăчăрлă Пашьел тата Ярăслав ялĕсене кĕртнĕ. Çак тапхăрта Кивĕ Шăмăршăра Казанской иконы Божией Матери, Анат Чаткасра Святитель Николай Чудотворец чиркĕвĕсем çĕнĕрен уçăлнă. Хальхи вăхăтра Шăмăршă прихутĕнче ултă чиркỹ. 2005 çулхи кĕркунне Шăмăршăра Рождество Христова чиркĕвĕн çĕнĕ храмĕн никĕсне хывнă. Çывăх вăхăтра строительсем кирпĕч купалама пуçлĕç. Николай Чувашов протоиерей каланă тăрăх, Шăмăршă чиркĕвĕ Шупашкар _ Чăваш Епархи-йĕнче чи илемлисенчен пĕри пулмалла. Кăçал вара, Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкĕнче, Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукал ялĕсенчи тĕне ĕненекенсем те пуху пухрĕç. Унта вĕсем Çĕнĕ Чукалта Божией Матери Казан-ской чиркỹ тума калаçса татăлчĕç. Прихут совечĕн председателĕ пулма çак ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан Перасковья Кузнецована суйларĕç. Калас пулать, Перасковья Васильевна хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пуçăннă. Кĕске вăхăтрах вăл чиркỹ тума ирĕк илмелли документсем хатĕрленĕ, вĕсене регистраци тумалли çеç юлнă. Иртнĕ кĕçнерни кун эпир Çĕнĕ Чукалта пултăмăр, унчченхи чиркỹ вырăнне çитсе куртăмăр. Кунта курни кăмăла çĕклерĕ. Тĕне ĕненекенсем чиркỹ йĕри-таврашне çỹп-çапран тата тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатнă, никĕс хывма вырăн хатĕрлеççĕ. О.Угарина, Л.Николаева, Н.Скрипина, М.Угарина, И.Чугунова, П.Янорова тата ыттисем, çу кунĕнче килте ĕç нумай пулин те, чиркỹ тунă çĕре хутшăнаççĕ. Ĕлĕк чăннипех те çирĕп тунă çав: кирпĕчсене хăйпăтса илме питĕ кансĕр, хăйпăтнă кирпĕчсене раствортан тасатнă хыççăн халь çеç хĕртсе кăларнă пек илемлĕ курăнаççĕ. Паллах, чиркỹ тунă чухне вĕсемпе усă курма пулать. "Кивви çĕннинчен ирттерет", - терĕç мана кирпĕч хăйпăтакансем. Арçынсен ушкăнĕ вара карта тытма строительство материалĕсем хатĕрлет. З.Савельев, Ю.Губанов, Ю.Улюков, Е.Губанов, Н.Чугунов, С.Лукиянов, С.Ишуков, М.Ильичев, С.Белов тата ыттисем халăх ĕçĕнчен пĕр кун та юлмаççĕ. Чиркỹ тĕне ĕненекенсенчен пуçтарнă укçапа тата спонсорсем пулăшнипе çĕкленĕ. Прихут совечĕн председателĕ П.Кузнецова каланă тăрăх, документсене хатĕрлесе çитерсен тата чиркỹ Уставне çирĕплетсен укçа пуçтарма тытăнĕç. Чиркỹ тума пулăшас шухăшлисем йышлă. Кивĕ Чукалпа Шамкайра тата Улмаллăра та тĕне ĕненекенсемпе тĕл пулса калаçасшăн. Пĕрлехи вăйпа чиркỹ çурчĕ хăвăрт çĕкленессе шанаççĕ. Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев Çĕнĕ Чукал чиркĕвне тума кирлĕ чухлĕ вăрман уйăрма сăмах панă. Валерий Петрович сăмахне çирĕп тытасси пирки никам та иккĕленмест. Прихут совечĕ Чукалта çуралса ỹснĕ, халĕ район центрĕнче е ытти ялсенче пурăнакансене те чиркỹ тунă çĕрте пулăшма чĕнсе калать. Истори çирĕплетнĕ тăрăх, Çĕнĕ Чукал чиркĕвне тума хăй вăхăтĕнче чăвашсен Аслă Çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев та укçа парса пулăшнă, документсем хатĕрлеме те ырă канаш панă. Иван Яковлевич Çĕнĕ Чукалти училище учительне Матвеева чиркĕве святит тунă кун тĕлне юрлакансемпе сăвă вулакансене вĕрентсе хатĕрлеме хушнă. Аслă Вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхне пехилленĕ Чун халалĕнче Турра ĕненсе пурăнма, унăн Саккунĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшма, пĕр-пĕрне хисеплеме ыйтнă. И.Я.Яковлев вĕрентнине асра тытса пурăнасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 июля 2006
00:00
Поделиться