Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрман ешертĕр, вут куçне шыв

Хушăран çумăрсем çукалаççĕ пулин те, вăрманта пушар тухас хăрушлăх çав-çавах пысăк-ха: "хĕрлĕ автан" майлă саманта çеç кĕтет тейĕн _ çынсен тимсĕрлĕхĕпе асăрханусăрлăхне пула хăш вырăнта та сиксе тухма пултарать. Пушар пур йышши вăрманшăн та хăрушă, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕшĕн _ пушшех те. Мĕншĕн тесен, парк сыхлакан территори шутланать. Унти ỹсен тăрансемпе чĕр чунсен, вĕçен кайăксен, хурт-кăпшанкăсен тĕнчи чăннипех те пуян. Вĕсенчен чылайăшĕсем вара сайра тĕл пулаканнисем шутланаççĕ, нумайăшĕсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Енчен вăрманта вут-кăвар алхаса пулсан, çакă флорăпа фаунăна калама çук пысăк инкек, сиен кỹнĕ пулĕччĕ, вĕсенчен хăшĕсем вара яланлăхах çухалас хăрушлăх та çук мар, экологи шайлашăвĕ те пăсăлать. Ку çухатăва тавăрма вара пĕрре те çăмăл мар _ вуншар çулсем кирлĕ. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче вăрмана пушартан сыхлас тĕлĕшпе кашни çулах çине тăрса ĕçлетпĕр, пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр. Кашни лесничествăрах вут-кăвара хирĕç кĕрешекен отрядсем йĕркеленĕ, яваплă çынсене çирпĕлетнĕ. Пушар машинисемпе пушара хирĕç кĕрешмелли ытти хатĕрсем те çителĕклĕ. Ятарлă дежурнăйсем вăрмана талăкĕпех сыхласа-асăрхаса тăраççĕ. Вăрмана вут-кăвартан хỹтĕлесси _ пĕрлехи тивĕç, çакăншăн пурин те тăрăшмалла. Чи кирли _ вăрманта вут-кăварпа асăрхануллă пуласси. Тепĕр хут çакăн çинчен аса илтерни ытлашши пулмĕ: вăрманта уçă çулăмпа усă курас марччĕ, пирус тĕпĕсемпе шăрпăка лайăх сỹнтерсе пăрахасчĕ. Енчен кăвайт чĕртнĕ пулсан, юлашки кĕл-кăмрăка çĕрпе лайăх хупламалла, шывпа сапса хăвармалла. Асăрханулăх пирки ыттисене те аса илтерсех тăрăр. Вут-кăвар тухнине курсан, ăна çийĕнчех сỹнтреме тăрăшăр, ку ĕçе хăвăр вăйăрпа çеç пурнăçлама май килмесен, пĕр тăхтаса тăмасăр лесничествăна е çывăхри картуна пĕлтерме васкăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июня 2006
00:00
Поделиться