Шăмăршăри Мутовсене пысăк парне
"Ваше радио" радиостанципе "Тав" суту-илỹ компанийĕ "Çивитти" акци ирттерни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак акцие республикăри 130-а яхăн çын хутшăннă. Çурма финала _ 9-ăн, финала вара 3-ĕн тухнă. Финалта чи нумай балл пухса (сотовăй телефонпа SMS ярса сасăланине шута илнĕ) Шăмăршăри Александрпа Светлана Мутовсем çĕнтернĕ. Конкурс условийĕсемпе килĕшỹллĕн, "Тав" компани Мутовсен çĕнĕ çурчĕн çивиттине хальхи вăхăтри паха материалпа _ ондулинпа витсе панă. Мĕнпур тăкаксене _ 100 пин тенкĕ ытла _ "Тав" компани хăй çине илнĕ. "Ваше радио" радиостанци вара иртнĕ шăмат кун Шăмăршăра Мутовсене халалласа уяв йĕркелерĕ. Унта Чăваш эстрадин "çăлтăрĕсем" те хутшăнчĕç. Тĕрлĕрен вăйăсемпе конкурссем пулчĕç. Чи нумай SMS яракана _ Шăмăршăра пурăнакан Надежда Мутована _ "Тав" компани тĕслĕ телевизор парнелерĕ. Юрă-ташă, хаваслă кĕвĕ шăмăршăсене çав тери килĕшрĕ, "Ваше радио" радиостанципе "Тав" компани ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕç. Çак кун Шăмăршăри Культура керменĕнче ĕмĕр асра юлмалли тепĕр савăнăçлă событи те пулчĕ _ виçĕ çамрăк çемье пурнăç тăршшĕпех пĕр-пĕрне юратса пурăнма тупа турĕç. Димăпа Алена Красновсене, Марсельпе Гульнара Какаевсене, Алешăпа Ирина Кудряшовсене "Ваше радио" радиостанци илемлĕ юрăпа саламларĕ. Çамрăк çемьесем Мăшăрланакансен аллейине чăрăшсем лартрĕç.