Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПАРХАТАРЛĂ ПУРНĂÇ

"Çулсем, çулсем, ăçта васкатăр?" - тенĕччĕ пĕр сăвăç. Нумаях пулмасть кăна-ха эпир çамрăкчĕ, вăйпитиччĕ, халĕ акă ман çулхи çынсем те асатте-кукаçей пулчĕç. Мĕн тăвăн, пурнăçăн саккунĕ çапла: ваттисем вырăнне çамрăксем килеççĕ, пирĕн ĕçе малалла тăсаççĕ... Шăмăршă урамĕсенче тăтăшах тĕл пулатăп ăна. Лаштра юман пек патвар кĕлеткеллĕскере, вашлаттарса утса пыраканскере, ниепле те пенсионер тесе калаймăн. Хирĕç пулакансем ăна сывлăх суннаççĕ, хăй те алă тытсах саламлать. Районти миçе пин çынна паллать-ши Иван Антонович? Хăйне вара тата та ытларахăшĕ паллаççĕ, çывăха хураççĕ. Çур ĕмĕре яхăн Шăмăршă районĕнче пурăнса, И.А.Журавлев çынсемшĕн ырă ĕçсем нумай тунă, ырă тунине вара халăх нихăçан та манмасть. Ас тăватăп-ха, çитмĕлмĕш çулсенче И.А.Журавлев ертсе пыракан "Шемуршинский" совхоз ячĕ районта кĕрлесе çеç тăратчĕ, Акатуйĕнче харăсах икĕ-виçĕ Ялав илни те пулнă. Çĕр ĕçĕнче те пысăк çитĕнỹсем тăватчĕ совхоз. Çĕнĕ витесем, кĕлетсем, ытти объектсем нумай çĕкленĕ. И.А.Журавлев директора 1975 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят пани те асрах. Маларах ăна _ 1971 çулта _ Тăван çĕршыв "Хисеп Палли" орденпа наградăланăччĕ. Пысăк наградăна ахальтен паман, ăна чăн тивĕçлисем çеç илме пултарнă. Хăйне парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйласан та, И.А.Журавлев çамрăк чухнехи хĕрỹллĕхпех ĕçлерĕ. Ял хуçалăхĕпе промышленноçа çĕклессишĕн, культурăпа сывлăха сыхлас ĕçе, суту-илĕве аталантарассишĕн нумай тăрăшрĕ. Иван Антонович района ертсе пынă тапхăрта ялсенче çĕнĕ культура учрежденийĕсемпе хулари пек илемлĕ шкулсем хута кайрĕç, çĕнĕ кĕперсем, асфальт сарнă çулсем чылай тунă. И.А.Журавлев çамрăк кадрсене вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе те ăслă ĕçлесе пынă, талантлă çамрăксене хавхалантарса çул пама тăрăшнă. Унăн вĕренекенĕсенчен пĕри _ В.П.Фадеев _ хальхи вăхăтра Шăмăршă районĕн пуçлăхĕнче пултаруллă ĕçлет. Районти предприятисемпе организацисен ертỹçисем хушшинче те Иван Антоновичăн вĕренекенĕсем сахал мар. Иван Антоновича халăх Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма суйласа та пысăк чыс турĕ. Депутат тивĕçне вăл тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланă, район аталанăвĕшĕн тăрăшнă. Раççей Федерацийĕн Перекет банкĕн районти уйрăмне ертсе пынă çулсенче те И.А.Журавлев хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ. Çынсемпе яланах сăпайлăччĕ, ун кабинетĕнчен никам та хуçăлнă кăмăлпа тухман. Иван Антоновича "Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят пани те _ унăн ырă ĕçĕсене пысăка хурса хаклани. Çитмĕл çул тултарчĕ ĕнер пирĕн хисеплĕ çыннăмăр. Сăнĕпе те, сывлăхĕпе те, чунĕпе те ватă пек мар-ха вăл, утнă-чупнă чух тепрер çамрăкран ирттерет. Чăваш халăх юррисене шăрантарнă чух вара итлесе тăранаймастăн. Епле илемлĕ те уçă сасă! Малаллахи пурнăçăр та юрă пек илемлĕ пултăр, Иван Антонович, пĕтĕм район халăхĕ ячĕпе Сире çирĕп сывлăх, телей сунатпăр!



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июня 2006
00:00
Поделиться