Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хресчен выльăх усрать укçа тăвать, кермен пек çурт лартать

"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине район администрацийĕ çирĕп контроллесе тăрать, ку тĕлĕшпе вырăна тухса семинар-канашлусем ирттерет. Иртнĕ тунти кун çакăн пек семинар Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнче пулчĕ, ун ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пычĕ. 1. ВИÇĔ КỸРШĔ _ ВИÇĔ ХАСТАР Инголовсем, Карсаковсем тата Козловсем Асанкассинче кỹршĕллех пурăнаççĕ. Виçĕ çемье те ĕçченлĕхпе тата тирпейлĕхпе ялта ырă ят çĕнсе илнĕ. Акă, Л.М.Инголовăн çурчĕ умĕнчи пĕчĕк пахчара тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çитĕнеççĕ. Картишĕнче те тирпейлĕ. Лев Митрофанович хушма хуçалăхра сăвакан икĕ ĕне, тăватă вăкăр, çичĕ тына пăру усрани çинчен пĕлтерчĕ. Кусемсĕр пуçне, икĕ лаша, тăватă сысна амипе пĕр аçа усраççĕ. Пĕчĕк пăрусемпе сысна çурисем те пур. Пăрусене виççĕмĕш класран вĕренсе тухнă ывăлĕ _ Саша кĕтет иккен. Пĕчĕкрен ĕçе юратса ỹсет. Инголовсем сакăр гектар çĕр арендăна илнĕ: çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕпе выльăх чĕкĕнтĕрĕ, утăлăх курăк çитĕнтереççĕ. Кỹршĕри пĕччен старикĕн пахчине те чĕкĕнтĕр акнă. Йышлă выльăха апачĕ те нумай кирлĕ. Лев Митрофанович çу хута алăран çава кайманни çинчен каларĕ. Ĕçĕ йывăр пулсан та, Инголовсем хаваслă: сĕт тата аш-какай, çĕр улми сутса çемье аванах тупăш илет. Кил-çуртра кирли пурте пур, хуралтăсем те тĕреклĕ. Н.В.Карсаковăн килти хушма хуçалăхĕ те пуян. Пĕр ĕнепе икĕ тына, ултă сысна усраççĕ, çамрăк выльăхсем те йышлă. Лашипе тихи те Николай Васильевича савăнăç кỹреççĕ. Н.С.Козлов хуçалăхĕ виçĕ ĕне, икĕ пăру, пилĕк сысна усрать. Николай Васильевич трактор туянма укçа пуçтарать, выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерме ĕмĕтленет. Пăчăрлă Пашьелĕнчи Угаринсен хуçалăхĕ те унчченхи чаплă колхозăн пĕр кĕтесне аса илтерет. Ăратлă вăкăр тата икĕ ĕне, тына, икĕ сысна, лаша тытаççĕ. Çуртсем-хуралтăсем пысăк та çирĕп. Пĕр гектар ытларах çĕр арендăна илнĕ, унта çĕр улми çитĕнтереççĕ. Пахчинче те пурте йĕркеллĕ, илемлĕ. Хăяр _ чечекре, помидор та çỹллĕ ỹснĕ. Пĕчĕк теплица пур. Çемйипех чунтан тăрăшса ĕçлеççĕ, çавăнпах тулăх пурăнаççĕ. Семинара хутшăннисем _ унта ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе ялсенчи выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан çынсем килнĕччĕ _ Пăчăрлă Пашьелĕнчи Культура çуртне пуçтарăнса калаçрĕç. Чăн малтан район пуçлăхĕ В.П.Фадеев сăмах илчĕ, семинар ĕçне хак пачĕ. Акă, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем семинара выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансене çеç илсе килнĕ, ĕçчен пулма вĕсене вĕрентни кирлех-ши? Çав вăхăтрах хресчен ĕçне пуçăнманнисене е çак ĕçрен хăраса тăракансене илсе килсе кăтартни пăсмастчĕ. "Начар пурăнатпăр",- тесе нăйкăшакансем сахал мар, çĕр илсе выльăх усрасан никам та начар пурăнмĕччĕ. Çакна Асанкассисемпе Пашьел çыннисен ырă тĕслĕхĕ те аван çирĕплетет. Хушма хуçалăха аталантарма патшалăх ял çыннине çăмăллăхлă кредит парса пулăшать. Хальлĕхе çак кредита районти 90 çемье илнĕ, анчах ку сахал-ха. Çак эрнере уйăрса панă 5 миллион тенке илме тăрăшмалла. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров "Пурăнмалли -çурт-йĕр" наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнипе те паллаштарчĕ, çамрăксен прграммипе 53 çемье субсиди илме заявлени пани çинчен пĕлтерчĕ. Çак çемьесен паян-ыранах документсем хатĕрлесе пĕтермелле. Район администрацийĕн экономика пайĕн ертỹçи Э.Э.Жамкова çĕр докуменчĕсене хатĕрлессине вĕçлемелли, килти хушма хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх йышне тĕрĕс шута илмелли çинчен каларĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен кашни килтех пулса выльăх-чĕрлĕх усракансемпе калаçмалла, кам мĕн чухлĕ сĕт тата аш сутма пултарнине лайăх пĕлмелле. Семинара хутшăннисем хушма хуçалăха аталантарасси пирки хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тулли хурав илчĕç. Тĕпрен илсен, курса вĕреннин усси пысăк пулчĕ. И.САЛАНДАЕВ. Çамрăксен театрĕн çĕнĕ спектаклĕ Яланхи пекех, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Халăхсен Туслăх орденĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ хăйĕн çуллахи гастролĕсене пуçланă. Артистсен труппи виçĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ регионсенче (Самара, Тутарстан) спектакльсем кăтартать. Виççĕмĕш ушкăн хальхи вăхăтра хамăр республикăн кăнтăр районĕсенчи ялсенче премьерăпа _ театр артисчĕ Александр Степанов (Пртта) çырнă икĕ пайлă "Качча кайиччен" драмăпа паллаштарать. Çывăх кунсенчех артистсем çак спектакле Шăмăршă районĕнче те кăтартма пуçлаççĕ. "Качча кайиччен" драма сюжечĕ _ кăсăклă та тарăн шухăшлă. Пуçпа тĕплĕн шутламасăр тунă ĕçсем çынна пурнăçра такăнтарса пынине, пысăк должноç йышăннă çынна влаç пăсса янă май, вăл хăйĕнчи çынлăха çухатнине, çак тỹнтерле пулăмсем пурнăç трагедийĕ патне илсе пынине, тĕрлĕ пăтăрмахсенче çамрăксем хăйсен таса юратăвне упраса хăварма пултарнине Çамрăксен театрĕн пултаруллă артисчĕсем витĕмлĕн те ĕнентерỹллĕн сăнласа параççĕ. Спектакль режиссерĕ _ театрăн илемлĕх ертỹçи, ЧР искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Оринов. Рольсенче Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов (вăл республикăри профессилле артистсем хушшинче иртекен "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсра пĕлтĕр те, кăçал та "Арçынсен чи лайăх ролĕ" номинаци çĕнтерỹçи пулнă), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Валентина Молодцыгина (паллă ентешĕмĕр Анат Чаткасра çуралса ỹснĕ), Ольга Почалкина артистка тата Шупашкарти культура институчĕн Вячеслав Оринов режиссер ертсе пынă студи выпускникĕсем _ Димăпа Ольга Михайловсем (Ольга _ "Телеюрă" программăна ертсе пыракансенчен пĕри), Наталья Алексеевапа Юрий Капсулов ("Тăр-тăри" телепрограммăна ертсе пыракансем), Валерий Михеев артистсем выляççĕ. Çапла вара, "Качча кайиччен" спектакль пуласси пирки пĕлтерỹ вуласа тухсанах ял çыннисене Культура çуртнелле çул тытма, унта интереслĕ те чуна тарăннăн хумхантаракан сăнарсемпе паллашма сĕнетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июня 2006
00:00
Поделиться