Янăрарĕç çимĕк сăввисем
Тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртсе тăратасси Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкĕнче çĕнĕ вăй илчĕ. Аслă Çимĕк уявĕн кунĕнче капăр тумланнă Кивĕ Чукалпа Çĕнĕ Чукал çыннисем - ватти-вĕтти икĕ ял чиккинчи вăрман уçланкине пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем Çимĕк сăвви-юррисене шăрантарчĕç, ĕлĕкхи вăйăсене вылярĕç. Вăйăсенчен çаксене палăртмалла: "Çерем пăсса вир акрăм", "Çĕрĕ пани", "Яша тата Маша", "Музыка патакĕ" тата ытти те. Çимĕк сăввипе вăййисене икĕ ялти культработниксем йĕркелесе-ертсе пычĕç. Ĕлĕкхи йăласем каялла таврăнма пуçлани халăха çав тери килĕшрĕ, çитес çул та Çимĕк кунĕнче çак вырăна пуçтарăнма калаçса татăлчĕç.
"Шăмăршă хыпарĕ"