Тивĕçлисене - "Ĕç ветеранĕ" ят
"Ĕç ветеранĕ" ята парас ыйту паян уйрăмах çивĕч. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2005 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн "Ĕç ветеранĕ" ятпа Чăваш Республикинче ялан е ытларах вăхăт пурăнакансене федерацин "РФ ĕç пенсисем çинчен" саккунĕ тăрăх пенси памалла тунă хыççăн чыслаççĕ. Пенсие ытти никĕс тăрăх илсе тăракансем çак ята ватлăх пенсийĕ çине кайма вăхăт çитсен тивĕçеççĕ. СССР тата РФ орден-медалĕпе, ĕçре палăрнăшăн ведомство паллисемпе, хисеп ячĕсемпе наградăна тивĕçнисен тата çавăнпа пĕрлех çул çитнипе е нумай çул ĕçленипе пенсие кайма стаж пуррисен "Ĕç ветеранĕ" ята илме çакна çирĕплетекен доку- ментсем кирлĕ. Çак шутра: медаль удостоверенийĕ, орден кĕнеки, СССР, РФ хисеплĕ ячĕсен удостоверенийĕсем, патшалăх влаçĕн федераци органĕсен Хисеп грамотисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхă-тĕнче çул çитмесĕр ĕçлеме тытăннине çирĕплетекен документсем тата ытти те. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче çул çитмесĕр ĕçлеме пуçланă çынсене, арçынсен 40 çултан кая мар, хăрарăмсен 35 çултан кая мар ĕç стажĕ пур пулсан параççĕ. Çỹлерех асăннă йышăнупа килĕшỹллĕн ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин 2005 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчи хушăвĕпе çав ята панă чух шута илекен ведомство паллисен çывхартса шутланă переченьне çирĕплетнĕ. Асăннă документпа Шăмăршă районĕн социаллă хỹтлĕх пайĕнче паллашма пулать. Ведомство наградисен списокĕ те пур пирĕн патра. Енчен те гражданинăн ĕç стажĕ пысăк пулсан тата РФ е СССР патшалăх влаçĕн органĕсен ячĕпе вăрçă çулĕсенче çул çитмесĕрех ĕçлеме пуçланине çирĕплетекен документ çук-тăк, вăйра тăракан саккунсем тăрăх "Ĕç ветеранĕ" ята пама палăртман. Ытти никĕс тăрăх "РФ ĕç пенсийĕсем çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн пенси памалли вăхăт çитичченех пенси илекенсенчен те (сăмахран, РФ "Çар службинче, шалти ĕçсен органĕсенче, патшалăх пушара хирĕç кĕрешекен службăра, наркотик хатĕрĕсен тата психотронлă япаласен çаврăнăшне контрольлекен органсенче тата уголовнăй айăплава пурнăçлакан тытăм органĕсенче службăра пулнисене тата вĕсен çемйисене пенсипе тивĕçтересси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн "Ĕç ветеранĕ" ят памалли документсене йышăнмаççĕ.