Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наркотик - вилĕм

Наркотиксемпе иртĕхсе пурăнни нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Кун пирки ытларах çамрăксен асра тытмалла. Наркотиксен препарачĕсенчен пĕрне тутанса пăхнине е шприцпа юн тымарне янине вилĕм патнелле пĕр утăм тунипех танлаштарма пулать. Наркотиксемпе туслашса кайсан вара çын хăй ирĕкĕпе йышăннă чир кунран-кун ытларах та ытларах доза ыйтма пуçлать. Сахал дозăпа картне ларман пек туйăнать. Çапла вара, сывлăх ерипен хавшаса, кĕсьери укçа сахалланса пырать. Наркотиксемпе усă курнă май, çын хăй мĕн тунине ăнкарайми пулать, çывăх тăванĕсем те уншăн ют пулса тăраççĕ. Чун-чĕрери таса та савăк туйăмсем çухалаççĕ. Чирлĕ çыннăн пуçне кунĕн-çĕрĕн пĕр шухăш пăралать: ăçтан та пулсан укçа илсе наркотиксен дозине тупмалла, чун-чĕрене йывăррăн пусахласа тăракан сивĕ туйăмсене темиçе сехетлĕхе сирсе ямалла. Темиçе сехетлĕх йăпану тĕрлĕ чир-чĕрсемпе, ВИЧ-инфекципе таврăнать. Юлашкинчен вара, организм чир-чĕре хирĕç кĕрешейми пулса çитсен, ВИЧ-инфекци ермен пулсан та, çын пурнăçран çап-çамрăклах уйрăлать. Вăхăтсăр вилекенсем хушшинче 15-18 çулхи çамрăксен йышĕ ỹссех пырать. Официаллă кăтартусене илсен, хальхи вăхăтра Раççейре 340 пин, Чăваш Республикинче 11,5 пин наркоман шутланса тăрать. Çамрăксене наркотиксенчен хỹтĕлессинче аслă ăрун уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çемьере наркоман палăрсанах, çак хыпара врач-нарколог патне çитерме тăрăшмалла. Вăл вара çийĕнчех сиплев курсне палăртать. Сиплев ĕçĕ ыттисемшĕн вăрттăнлăхра юлать _ кун пирки пăшăрханма кирлĕ мар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июня 2006
00:00
Поделиться