Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илемлĕ ял, тирпейлĕ урам - район чысĕ

ÇАК кунсенче, хирсем курса çỹренĕ чух, Палтиел ялĕ çывă-хĕнче тинтерех çеç тăкса хăварнă çỹп-çап купине асăрхарăмăр. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çак йĕркесĕрлĕхе курсан тỹссе тăраймарĕ, айăплисене шыраса тупма хушрĕ. Çỹп-çап хушшинче шкул ачин дневникĕ выртать иккен, унта Абдулсафин хушамат та аванах палăрать. Ун пек хушаматлă çын Палтиелĕнче те, Чаткасра та çук. Шырасан-шырасан адресĕ те тупăнчĕ _ Пăва районĕнчи Вольный Стан ялĕнченех килсе тăкнă çỹп-çапа. Йĕрке хуралçисем çак яла çитсе Абдулсафинпа тĕл пулнă, лешĕ çула май пĕр трактор тележки ăпăр-тапăра Палтиел хирне тăкса хăварнине йышăннă. Йăнăш тунăшăн каçару ыйтнă, хăй чунтан ỹкĕннине пĕлтернĕ. Çийĕнчех тракторне хускатса Палтиелне çул тытнă, пĕр çỹп-çап юлмиччен тасатнă. Паллах, хире варалакана пысăк штраф та кĕтет. Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче административлă право йĕркисене пăсни çинчен" саккунăн 10 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, тасалăх-тирпейлĕх пирки маннă граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 2 виçинчен пуçласа 10 виçи таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ. Кун хыççăн та йĕркене пăссан вара, асăннă статьян 2-мĕш пайĕпе граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 15 виçи таран штрафлаççĕ. Çỹлте асăннă тĕслĕхе эпĕ ахальтен илсе кăтартмарăм. Уй-хире, вăрмана, çырма хĕррине çỹп-çап тăкакансем сахал мар, чылай чухне вĕсене пуçран шăлса каçараççĕ. Район пуçлăхĕ хăйĕн куçĕпе курман пулсан, тен, Палтиел хирĕнчи çỹп-çап паян кунчченех тавралăх илемне ярса, çут çанталăка сиен кỹрсе выртатчĕ пулĕ. Ял поселенине ертсе пыракансене, депутатсене пирĕн тавралăх вараланни сахал шухăшлаттарать пулмалла. Хаçатăн пĕр номерĕнче эпĕ пирĕн вăрмансем çỹп-çап тăкмалли вырăна çаврăнни пирки чунтан пăшăрханса çырнăччĕ. Мĕн тетĕр _ унтанпа çỹп-çап тăкасси нимĕн чухлĕ те чакмарĕ! Шăмăршă вăрманне канма чарăнакансем хăйсем хыççăн тасамарлăх хăвараççĕ, йĕрке хуралçисемпе вăрманçăсем вĕсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаççĕ. Рейд бригадипе çỹренĕ чух Çĕнĕ Чукалта, Вырăс Чукалпа Кивĕ Чукалта, Палтиелĕнче тата ытти хăш-пĕр ялсенче урамсем таса маррине асăрхарăмăр. Çурт умĕсенче вутă-шанкă йăваланса выртать, çывăхрах _ çĕмрĕк автомашина кабини, ытти тимĕр-тăмăр. Эпир пурсăмăр та ял çынни, çу кунĕсенче вутă хатĕрлемеллине те лайăх ăнланатпăр. Анчах вăрмантан илсе килнĕ вутта уйăхĕ-уйăхĕпе çурт умĕнче вырттарни _ йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни. Урам вăл _ тĕрлĕрен ăпăр-тапăр тăкса тултармалли вырăн мар, урамăн яла илем кỹмелле. "Тирпей-илем кĕртесси _ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем чи малтан пурнăçламалли ĕç, - палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. _ Тасалăхпа йĕрке, ытларах чухне, укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет. Уйрăм çурта, урама, халăх канакан вырăна тата предприяти территорине тирпейлес енĕпе условисем туса памалла. Кашни çынах хăйĕн ялĕпе е хулипе мăнаçлантăр". Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та кашни канашлурах ял поселенийĕсен ертỹçисене тирпей-илемшĕн тăрăшмалли пирки çирĕп калать, асăрхаттарать. Çапах та "хытă хăлхаллă" ертỹçĕсем çав-çавах тупăнаççĕ, урамра вĕлтĕренпе эрĕм ỹснипе, тĕрлĕрен тасамарлăх выртнипе килĕшсе пурăнаççĕ. Çынпа пăсăлас килменнипе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем йĕркене пăсакансене штраф тỹлеттерме те именеççĕ. Яланах пуçран шăлса каçарсан, ялта ăçтан тирпей пултăр-ха ĕнтĕ? Илемлĕ ял, тирпейлĕ урам _ район чысĕ. Çак чыса пирĕн упрамалла, тирпейлĕ пурăнма вĕренмелле. Тĕслĕх илмелли ялсем районта çук мар _ иртнĕ Акатуйра Анат Чаткас ялне тивĕçлипе хавхалантарчĕç. Хисеплĕ ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, старостăсем! Чаткас ялне кайса курăр, хăвăр та вĕсем пек пурăнма вĕренĕр. Шăмăршă районĕнчи кашни ял илемлĕ пулсан хамăршăнах лайăх вĕт-ха!



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июня 2006
00:00
Поделиться