Утарçă, ан ỹркен: тăрăшсассăн, пыл илен.
Пыл хурчĕсемшĕн июнь - чи ăнăçлă уйăх. Çемьесем çĕнелнĕ, йăвасенче ĕçлекен хуртсен йышĕ кунсерен ỹссе пырать, ама çăмарта чылай сапать - пĕр кунта 2 пин карас куçĕ тултарма пулатарть. Нектар пуçтарма та аван: хĕвел хĕртнĕ май ăшă тăрать, пыл хурчĕсем ирхи шуçăмпах тухса мĕн каçченех чечек сĕткенне пухаççĕ. Каçхине вара ăна рамкăсене уйăрса тултараççĕ. Июньте хăйсем ирĕккĕн ытлашши çăвăр яма паманни пĕлтерĕшлĕ. Хуртсем çемье вăй-хăватне хушмалли çинчен ан манччăр, йăвара ĕç хурчĕсем - карассене пылпа тултаракансем - ытларах пулмалла. Çăвăр хушасси - çут çанталăк йышăннă процесс. Ăна пĕтерме май çук, ку биологи саккунĕпе утара усă кỹме тăрăшмалла. Утарçă хуртсем йышланнине асăрхаса тăрать пулсан, вĕллесенче амасем вăхăтра улшăнаççĕ, утар пĕчĕкленмест, тĕп пыл пуçтармалли тапхăр валли çемьесен вăй-хăвачĕ ỹсет. Хăйсем тĕллĕн хурт уйрăлма парсан пĕр уйăх усăсăр иртсе кайма пултарать: çĕнĕ ама тухать, çемье икке-виççе пайланса каясси, вилсе пĕтесси те инçе мар. Çулла вĕçленĕ, вĕллесенче пыл пачах пуçтарăнмасть. Çемьесенче хурт уйрăлнин пĕр сăлтавĕ - вĕллесенче тăвăр пулни, çамрăк хуртсем ĕçсĕр аптрани. Çавна май вĕсене карассем тăвассипе ĕçлеттермелле. Малтан пушă карас листисене йыш (расплод) хĕррине, чечек тусанĕллĕ рамка çумне, каярахпа, çемье ỹснĕçемĕн, йăва варрине вырнаçтармалла. Ăвăс куçĕсен виççĕмĕш пайĕ тулсан, ку рамкăна илсе çĕнĕ листа çакмалла. Карассем çавăрса хуртсем нумай вăй-хăват, пыл пĕтереççĕ. Çавăнпа хăш-пĕр утарçăсен шучĕпе пыл пуçтармалли хĕрỹ тапхăрта рамкăсем тăвассипе чăрманмалла мар. Анчах ку йăнăш шухăш. Çуллахи тапхăрта 15-20 карас рамкисем тултармалла, ку - 1,5-2 килограмм ăвăс. Ку паха продукт пылтан та хаклăрах. Июнь - пыл пуçтармалли хĕрỹ вăхăт. Çанталăка шута илсе, уйăх вĕçĕнче хунавсене тĕп çемьепе пĕрлештермелле. Ку чухне ватă амана шыраса тупмасан та, хуртсем хăйсемех лайăхраххине суйлĕç. Пĕр "патша майрине" 1-2 рамкăллă хунава уйăрса ярса тапхăр вĕçлениччен çăвăр кăларма пани тĕрĕсрех.