ТАВАХ САНА, МЕХАНИЗАТОР
ШĂМĂРШĂ Акатуйĕнче ĕçре малта пыракансене чысларĕç, парне парса Хисеп турĕç. Çак çынсене эпĕ пурне те паллатăп, чылайăшĕ çинчен хаçатра та ырласа çырнă. "Шанс" хуçалăхри Сергей Ельцовпа Сергей Еремеев, "Карлинская" хуçалăхри Александр Муллин, "Восход" хуçалăхри Петр Воробьев, "Яблоневка" хуçалăхри Игорь Данилов, "Нива" хуçалăхри Петр Беляков, "Колос" хуçалăхри Анатолий Никифоров, "Мир" хуçалăхри Гатиятулла Хафизов, "Агродор" хуçалăхри Анатолий Карзанов, "Луч" хуçалăхри Виталий Добров, "Искра" хуçалăхри Владимир Скворцов... Çак механизаторсемпе хирте пĕрле ларса яшка çинĕ, калаçнă-шỹтленĕ, шăрăхра çумăр пирки, йĕпе-сапара хĕвел хăçан пăхасси çинчен калаçнă. Вĕсем районти мĕнпур хире сухалаççĕ тата тырă акаççĕ, калчасене пăхса çитĕнтереççĕ, кĕркунне тухăçа пухса кĕртеçĕ. "Тавах сана, механизатор, Эс çăкăр çитерен пире", - тенĕччĕ эпĕ хамăн пĕр сăввăмра. Хам ятран, ытти çынсен ятĕнчен пултарнă таран тав тунăччĕ. Техника паркĕ кивелсе пыни (хăш-пĕр механизаторсем, шỹтлесе: "Хампа пĕр çулхи тракторпа ĕçлетĕп", - теççĕ), çĕр çинче вăй хуракансене сахалран сахалрах тỹлеме тытăнни, çителĕксĕр хавхалантарни (ĕлĕкрех вĕсене театрсене, экскурсисене илсе каятчĕç, кану çурчĕсемпе санаторисенче канма путевка паратчĕç) механизатор профессийĕн ятне-сумне чакарчĕç. Чылай çĕрте трактористсем çитмеççĕ, çамрăксем çак хура ĕçрен пăрăнма тăрăшаççĕ. Уйрăмах гусеницăллă тракторпа ĕçлесшĕн мар. Пенси çулне çывхаракан е тивĕçлĕ канăва тухнă механизаторсем, шел пулин те, хăçан та пулин ĕçлеме пăрахаççех. Кам ларĕ вĕсем вырăнне трактор е комбайн çине? Çакă шухăшлаттарать паян хуçалăхсен уй-хирĕсенче пулнă чух. Механизаторсем хатĕрлес тĕлĕшпе районта вĕрентỹ комбиначĕ ĕçлет, Васан, Анат Чаткас, Патирек, Палтиел, Пуянкасси, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел шкулĕсенче те тракториста вĕрентеççĕ-ха. Анчах механизатор удостоверенине илнĕ çамрăксен 70-80 проценчĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлемеççĕ. Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕсен айăпĕ те пур. Мĕнле пулсан та, кивçене кĕрсе укçа тупса та пулин хăйсен ачине аслă шкула вĕрентме кĕртесшĕн тăрăшаççĕ. Аслă шкул пĕтерсен ачи ĕç тупаймасан та пултарасси пирки шутламаççĕ. Çỹреççĕ вара ĕç шыраса аслă пĕлỹллĕ экономистсемпе бухгалтерсем, учительсем, ытти хăш-пĕр професси çыннисем. Вĕсем валли районта çеç мар, республикăра та, ун тулашĕнче те ĕç çук. Мĕншĕн тесен çак специальноçсене кирлинчен чылай ытларах хатĕрлеççĕ. Çав вăхăтрах механизаторсем, рабочи профессийĕсем пур çĕрте те кирлĕ, укçине те аванах ĕçлесе илме май пур. Çĕр илсе, фермер хуçалăхĕ йĕркелеме те ирĕк параççĕ. Ан ỹркен кăна. Яла хăватлă техника килнĕ май, шкулта лайăх вĕреннĕ, компьютера ăнланакан çамрăксем ытларах та ытларах кирлĕ пулĕç. Шкул коллективĕсен професси суйласа илме пулăшнă чух ыранхи кун пирки те шутламалла, "начар вĕренсен трактористсăр пуçне урăх никам та пулаймăн" тесе ятлани _ воспитани ĕçĕнче çав тери сиенлĕ. "Кам пулса ĕçлетĕн-ха?" тесе ыйтсан, пирĕн выпускниксем мăнаçланса çапла калаччĕр: "Çĕр ĕçченĕ эпĕ, механизатор!"