ПУРНĂÇ ПУРĂНАССИ ХИР УРЛĂ КАÇАССИ МАР
ЯЛТА ăна унран çамрăкраххисем хисеплесе Микколь тете теççĕ. Çук, француз мар вăл, чăн-чăн чăваш çынниех. Ачаран Микколь теме хăнăхнă та, ватăлсан та çак ят упранса юлнă. Микколь тете - Николай Михайлович Симурзин - çут тĕнчене 1930 çулта килнĕ. Унăн ачалăх çулĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрĕпе тỹрĕ килнĕ. "Вăрçă ачисем", - теççĕ Микколь тетен тантăшĕсене. Вуннăри-вун иккĕри ачасем колхозри мĕн пур ĕçе пурнăçлама хутшăннă. Аслă Çĕнтерỹшĕн ĕçленĕ. Çамрăк та хытса çитмен хул пуççисем çине мĕн пур асап тиеннĕ. Микколь тете вăрçă çулĕсене хурланса аса илет, выçăпа тата чир-чĕре пула вилнĕ юлташĕсене аса илнĕ чух куççулĕ тухать. Шухăшласан, ĕненес те килмест: вуннăри-вун иккĕри ачасене вăрман касма илсе кайнă, вĕсемех лашапа йывăç турттарнă, тракторсем валли шакмак вакланă... Хирте, йĕтем çинче, фермăра халтан кайиччен ĕçленĕ вăрçă ачисем. Мĕн чухлĕ нуша тỹснине хăйсем кăна пĕлеççĕ. Вăрçă хыççăн та çăмăлах пулман. Аманса таврăннă ар-çынсем йывăр ĕçсене пурнăçлайман, хĕрарăмсемпе Микколь тетен тантăшĕсенех вăрçă юхăнтарнă ял хуçалăхне çĕклеме тивнĕ. Çул çитсен, Микколь тете салтака кайса килнĕ. Хăйĕн тивĕçне пурнăçласа тăван ялне таврăнсан, авланма шутлать. Эйпеç ялĕнчи чипер хĕре Матюка килĕштерет, икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕрне юратса пĕрлешеççĕ. Микколь тете пĕр хушă колхозра пушарникра ĕçлет, мăшăрĕ бригадăра вăй хурать. Тирпейлĕ те тỹрĕ чунлă пулнине кура, Микколь тетене кладовщик пулма шанаççĕ. Çак ĕçре Микколь тете - Николай Михайлович Симурзин - çирĕм çул ытла вăй хурать. Ĕçри хастарлăхне шута илсе, ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе чысланă. Вăрçă çулĕсенче колхозра тăрăшса ĕçленĕшĕн Микколь тетене медальпе наградăланă. Ăна "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят та панă. Микколь тете хăйĕн мăшăрĕпе (шел, Матюк акка темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ) пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисемпе мăнукĕсем Микколь тетене хисеплеççĕ, ватă çын нумай çул пурăнтăр тесе тăрăшаççĕ. Ял-йыш та Николай Михайлович Симурзина сума сăвать. Çитмĕл улттăри ĕç ветеранĕ чунпа ватăлмасть-ха, ял ачисене иртнĕ вăрçă çулĕсенче халăх чăн-чăн паттăрлăх кăтартни çинчен каласа парать.