Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Президент парнисемшĕн тупăшнă

ÇАК кунсенче Шупашкарти "Олимпийский" стадионра ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн "Спортпа туслă çемье" ятпа республикăри спорт фестивалĕ иртнĕ. Унта хутшăннă ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем сывă пурнăç йĕрки кăна этеме ырлăх-сывлăхпа телей кỹнине уççăн çирĕплетнĕ. Хаваслă та шавлă уява республикăн тĕрлĕ тăрăхĕнчен пĕтĕмпе 30 çемье, çав шутра Палтиелĕнчи Сорокинсен çемйи те хутшăннă. Çемье пуçĕ _ Рудислав Петрович, амăшĕ _ Светлана Леонидовна, хĕрĕ _ Марина. Хĕр ачан ашшĕпе амăшĕ ялти шкулта физкультура предметне вĕрентеççĕ. Вун икĕ çула çитичченхи хĕр ỹстерекен çемьесем хушшинче Сорокинсем иккĕмĕш вырăн йышăннă, хаклă парне илме тивĕçнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 июня 2006
00:00
Поделиться