Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илемлĕ ял - Пуянкасси!

Виçпỹрт Шăмăршă енчен асфальт сарнă тикĕс çул пирĕн яла илсе пырать. Çулăн икĕ енĕпе хурăнсемпе ăвăссем çỹлелле кармашаççĕ. Вĕсен хушшинче улма-çырла паракан йывăçсене те курма пулать. Яла кĕреспе, сулахай енче, "Колос" агрофирмăн машина-трактор паркĕ вырнаçнă. Ун çумĕнченех çĕн проектпа тунă икĕ хутлă çуртсем çĕкленеççĕ. Пỹртсене тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетнĕ. Чăнлăри сахăр заводĕнче ĕçлекенсем пирĕн яла килсен питĕ тĕлĕннĕ. "Сирĕн çуртсем Мăнкун çăмарти пекех хитре", - тесе мухтанă. Ял варринче икĕ хутлă ача сачĕ ларать. Унпа юнашарри, сад ăшне путнăскер - вăтам шкул. Халăха куллен тивĕçтерекен лавккасем - тăваттă. Мухтанмалли вара - пирĕн Культура керменĕ. Калăпăшĕпе те витĕм кỹрет, шалти илемлĕхĕпе те илĕртет. Ку керменте хăнасемпе паллă артистсене те кĕтсе илме намăс мар. Кунтах, иккĕмĕш хутра, модельлĕ библиотека вырнаçнă. Пирĕн урам сарлака, асфальт сарнăранпа çулăн икĕ енĕпе курăк ешерет. Кашни çурт умĕнче тенĕ пекех йăмрасем кашлаççĕ. Ытла çỹле кармашса сарăлнипе, электричество пралукĕсене лекме пуçланă. Çил-тăвăл вăхăтĕнче пысăк сиен кỹнипе нумайăшне касма тивнĕ. Апла пулсан, илем ан çухалтăр тесе çỹллех ỹсмен йывăçсене лартасчĕ. Урама çăка, пилеш, çĕмĕрт сулхăн парса тăччĕр. Хамăр пурăнакан вырăна яланах тирпейлĕ те таса тытасчĕ, илеме упрасчĕ. Кашни çулах хăш ял, урам, çурт тасарах те илемлĕрех тесе конкурс ирттерни те çынсене хавхалантарать. Пирĕн Пуянкасси ялĕ те çак кон- курсра малтисен шутĕнче пулни савăнтарать. Уйрăмах эпир Карл Маркс урамне пĕрре кăна мар çĕнтерỹçĕсен шутне кĕртнишĕн мухтанатпăр. Уйрăм хуçалăхсем хушшинче пысăк хак панă çуртсем те çак касрах, вĕсен йышĕ те сахал мар. Паллах, çак çитĕнỹсем ял поселенийĕ тăрăшнинчен нумай килеççĕ. Çавăн пекех халăх та тирпей-илемшĕн тăрăшмасăр тăмасть. Тĕслĕхрен, Николай Васильевич Тимофеевсен хуçалăхне тирпейлĕхпе илемшĕн пĕрре мар хакланă. Кил хуçи - ăста механизатор. Вĕсен çурчĕ ялти стадиона хирĕç пăхса ларать. Тимофеевсем çак вăйă, ăмăрту ирттермелли вырăнăн хĕррипе илемлетсе йăмрасем лартса тухнă. Çут çанталăка юратакан çын сывлăхлă та тĕреклĕ, теççĕ. Николай Васильевич çăмăллăн утнине курсан, ăна çулĕпе аллă çула çывхарнă тесе никам та каламасть. Вăл сиенлĕ йăласемпе туслă мар, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, çут çанталăка упрассипе, юратассипе тĕслĕх кăтартса парать. Тăван яла таврăнсан, кăмăл ял илемĕпе киленет. Садсем шап-шурă чечекре лараççĕ, хăйсен илемĕпе тата тутлă шăршипе ĕçчен вĕлле хурчĕсене илĕртеççĕ. Таврари анлă хирсем сип-симĕс тĕспе витĕннĕ, улăхра тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа савăнтараççĕ. Шантарса калатăп, пирĕн тавралăх _ чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 июня 2006
00:00
Поделиться