Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял валли - кадрсем

Республика Президенчĕн "Ялти производство сферине ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа, Правительство комиссийĕ майăн 30-мĕшĕнче конкурса хутшăнакан тата 8 кандидат заявленине пăхса тухнă. Кандидатсен йышĕнче _ пирĕн районти "Шанс" ООО тĕп директорĕ В.П.Еремеевпа çак хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ В.А.Любимов. Вĕсем ял хуçалăх предприятине çитес пилĕк çулта аталантармалли бизнес-проект туса хатĕрленĕ. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче вĕсен комисси умĕнче хăйсен бизнес-проектне хỹтĕлеме тивĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 июня 2006
00:00
Поделиться