Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лайăх çынсем çинчен.

АЧАСЕН ÇЫВĂХ ТУСĔ ИЛЕМЛĔ те туллирех кĕлеткеллĕ, çынсемпе ăшшăн калаçакан çак хĕрарăм пĕрре курсанах кирек кама та килĕшет пулĕ. Надежда Николаевна Симурзина _ Чукалти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти математика учителĕ, директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. 1985 çулта вăтам шкула питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерсен, Çĕнĕ Чукал хĕрĕ Шупашкарти пединститутăн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1990 çулта вăл алла диплом илнĕ те, тăван шкулĕнче ачасене вĕрентме тытăннă. Н.Н.Симурзина шкулта ĕçлеме тытăннăранпа 15 çул çитрĕ ĕнтĕ. Çак хушăра вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, унăн предметне ачасем юратса вĕренеççĕ. 2005 çулччен Надежда Николаевна класс руководителĕ пулнă. Шкул директорĕн çумĕ пулма шансан, пысăк ответлă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлама тытăннă. Хастар ĕçшĕн Н.Н.Симурзинана ЧР Вĕрентỹ министерствин тата районти халăха вĕрентес ĕç управленийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Мăшăрĕпе _ ялти "Пулмантăш" фермер хуçалăхĕн хуçипе Валерий Николаевичпа иккĕшĕ икĕ ача çуратса ỹстереççĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Саша шкулти мĕнпур мероприятисене хутшăнать, олимпиадăсенче тарăн пĕлỹ илнине çирĕплетсе парать. 4-мĕш класса çỹрекен Лена та тетĕшĕ пекех маттур. Симурзинсен туслă çемйи пирĕн ялшăн тĕслĕх пулса тăрать. Николай УЛЮКОВ. Çĕнĕ Чукал ялĕ. Республикăри фестивальте палăрнă "Тăван кĕвĕсем" ятпа иртнĕ республикăри фестивалĕн зона шайĕнчи конкурсне Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнчи музыка уйрăмĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Çак сăн ỹкерчĕкре эсир пултаруллă хĕр ачасене _ Ольга Лысована, Екатерина Муромцевана, Мария Федорована, Светлана Хураськинана тата Татьяна Давыдована куратăр (сулахайран сылтăмалла). Канашри пысăк мероприятире Ольга Лысова _ аккордеонпа, Татьяна Давыдова фортепьянопа выляссипе пысăк ăсталăх кăтартнă. Таня кунсăр пуçне пĕччен юрлассипе хăйĕн ỹсĕмĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. "Пĕччен юрласси" номинацире Екатерина Муромцева, Мария Федоровапа Светлана Хураськина та пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Хĕр ачасене тата вĕсен преподавателĕсене _ С.И.Никишинана, К.В. Кузьминана, Т.Б.Яковлевана творчество ĕçĕнче малашне те ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 июня 2006
00:00
Поделиться