Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ыран Социаллă работник кунĕ

Халăха çăмăллăхсем кỹресси _ хисеплĕ тивĕç Чăваш Республикинчи Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин Шăмăршă районĕн халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайĕ _ районти чи яваплă службăсенчен пĕри. Çак пай граждансене ача-пăча пособийĕсемпе, тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, репрессие лекнĕ çынсене, репрессие пула инкек курнисене укçа тỹлевĕсемпе, вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, салтак арăмĕсене, ялта ĕçлекен специалистсене коммуналлă çумăллăхсемпе тивĕçтерсе тăрать. Кунсăр пуçне çулталăк çурă тултарман ачасен амăшĕсене, ача çуратма хатĕрленекен тата ача çуратнă хĕрарăмсене пособисем уйăрать, ачасен прависене хỹтĕлет. Социаллă хỹтлĕх пайĕн социаллă тивĕçтерỹ центрĕ те районти халăха сисĕмлĕ пулăшу кỹрет. Социаллă работниксен профессилле уявĕ умĕн пирĕн корреспондент районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕпе Н.И.ЕНДИЕРОВПА тĕл пулса калаçнă, ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _ Николай Иванович, хальхи вăхăтра тĕрлĕ службăсен ĕç-хĕлне çĕнĕлĕхсем кĕрсех пыраççĕ. Кăçалхи январьтен пуçласа сирĕн пайра мĕнлерех улшăнусем пулчĕç? _ Кунта чи малтанах 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ Чăваш Республикин "Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" тата "Реабилитациленĕ çынсене тата политика репрессийĕсенче инкек курнă тесе йышăннă çынсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" саккунсем пирки каламалла. Саккунпа килĕшỹллĕн, унчченхи çăмăллăхсем вырăнне халĕ тыл ĕçченĕсене кашни уйăхра 400 тенкĕ, ĕç ветеранĕсене 160 тенкĕ тỹлесе тăратпăр. Кунсăр пуçне ĕç ветеранĕсем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн 50 процент кăна тỹлеççĕ. Çỹлерех асăннă тепĕр саккуна тĕпе хурса, унчченхи çăмăллăхсене укçапа ылмаштарнă хыççăн, реабилитациленĕ çынсене уйăхсерен 1220 тенкĕ, политика репрессийĕсенче инкек тỹснĕ граждансене 1000 тенкĕ уйăратпăр. Кăçалхи январьтен пуçласа ача пособийĕсен суммисем те пысăкланчĕç. Сăмах май каласан, вĕсене районта пурĕ 2489 хĕрарăм (3108 ачашăн) илсе тăрать, çав шутра 3 е ытларах ача çуратнисем _ 390ăн, упăшкасăр ача ỹстерекенсем _ 30ăн. Çĕнĕлĕхсем пирки малалла каласан, кăçалтан пуçласа педагогсене, медицинăпа культура работникĕсене тата ветеринари ĕçченĕсене коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тивĕçекен компенсацисене пирĕн служба урлă параççĕ. 2006 çулхи январьте ĕç сыхлавĕн службине пирĕн пай çине куçарнă. Тĕп специалист должноçĕнче Александр Гаврилович Сабанов ĕçлет. _ Унччен пĕчĕк ачасене 2 çул тултариччен ятарлă апатпа тивĕçтерсе тăратчĕç. Халĕ ку йĕрке еплерех? _ Чăваш Республикин "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, хальхи вăхăтра амăшĕсене сĕт хутăшĕсем вырăнне компенсаци параççĕ. Ăна вĕсем ача пособийĕсемпе пĕрле илеççĕ. 2 çул тултарман пĕр ача амăшне 550 тенкĕ тивĕçет. Çемьере ачасем ытларах пулсан, çак тỹлев сумми те пысăкрах пулать. Калăпăр, пĕчĕк тупăшлă çемьере 3 ача: асли - 10 çулта, тепри - 5 çулта, кĕçĕнни - 1,5 çулта. Аслишĕн _ 240 тенкĕ, вăталăххишĕн _ 190 тенкĕ, чи пĕчĕккишĕн _ 640 тенкĕ параççĕ. Пирĕн специалистсем кашни çемьепе тĕплĕн ĕçлеççĕ, патшалăх уйăракан çăмăллăхсем кашни ача патне çитчĕр тесе пур вăйран тăрăшаççĕ. _ Вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, салтак арăмĕсене патшалăх уйăракан çăмăллăхсен йĕркисем улшăнман-и? _ Вĕсем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн унчченхи пекех _ 50 процент тỹлеççĕ. Хальхи вăхăтра вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем районта _ 82ĕн, салтак арăмĕсем _ 313ĕн. _ Халĕ, Николай Иванович, сăмахăмăра сирĕн пайри тепĕр структура _ социаллă тивĕçтерỹ центрĕ çине куçарар пулĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки районта яланах ырăпа кăна калаçнине илтме пулать... _ Кунта чи малтанах Владилен Валерьевич Фадеев ертсе пыракан коллектив профессилле ăсталăхпа ĕçлесе пынине палăртса хăварас килет. Центр хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе 2003 çул итогĕсем тăрăх республикăри çакнашкал коллективсем хушшинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2004 çул итогĕсене пĕтĕмлетсен пирĕн центр иккĕмĕш вырăна тухни палăрчĕ. Кăçал каллех савăнăçлă хыпар илтĕмĕр: 2005 çул итогĕсем тăрăх республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнса, пирĕн коллектив 13 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Çак премипе центр валли сĕтел-пукан туянма палăртнă. _ Районти ветерансен çурчĕсенчи лару-тăру еплерех? _ Пенсионерсем хăйсене килти евĕр туйччăр, вĕсен ватлăхĕ канăçлă пултăр тесе тимлесси Ветерансен çурчĕсенчи работниксен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Ветерансен çурчĕсем пирки уйрăммăн каласан, кунта чи малтанах Шăмăршăри стационар пирки калас килет. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче _ Ватăсен кунĕнче ăна йĕркеленĕренпе шăпах 10 çул çитет. Стационара уçнăранпах унăн ĕç-хĕлне Антонина Димитриева заведующи ертсе пырать. Çак çуртра 15 пенсионер хăйĕн ватлăхĕнчи канлĕхне тупнă. Уйăрса панă 24 сотăй çĕр çинче стационар работникĕсем тата ватăсем çĕрулми, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Палтиелĕнчи Ветерансен çурчĕн ĕç-хĕлне чылай çул ĕнтĕ Геннадий Константинов заведующи йĕркелесе пырать. 25 сотăй çĕр çинче... Пăчăрлă Пашьелĕнчи Ветерансен çуртĕнче Надежда Мандрюкова заведующи пулса тăрăшать. Унта 12 çын ватлăхри канлĕхе илнĕ. Хуçалăхра хурсем те тытаççĕ. 27 сотăй çĕр çинче çĕрулмипе пахча çимĕç ỹстереççĕ. Ветерансен çурчĕсен йĕри-таврашĕнче чечексен клумбисене тунă. Тĕрлĕ йывăç-тĕмсем те территорисене илем кỹрсе тăраççĕ. Парксемпе садсен çулталăкĕн итогĕсем тăрăх пирĕн районти социаллă тивĕçтерỹ центрĕ республикăри ытти çакнашкал учрежденисем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. _ Социаллă хỹтлĕх пайĕн работникĕсем районти тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăннине асăрхама пулать... _ Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Коллектив ĕçченĕсем йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвĕсенче призлă вырăнсем йышăннă тĕслĕхсем те пулчĕç. Стационарта вăй хуракан Ирина Федорова республикăри социаллă работниксен зонăри конкурсĕнче _ Патăрьелĕнче 11 районтан килнĕ куонкурсант вăй виçнĕ _ тăваттăмĕш вырăна тивĕçнĕ. _ Профессилле уяв умĕн социаллă хỹтлĕх пайĕнче, унăн структуринче чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен работниксене асăнаймăр-ши? _ Тархасшăн. Пайри специалистсем _ А.Ларионовапа Н.Локтина социаллă тивĕçтерỹ центрĕн директорĕ В.Фадеев, М.Сидорова тĕп бухгалтер, А.Давыдова бухглатер, стационар заведующийĕ А.Димитриева, Г.Смаева медсестра, Н.Зинкина социаллă работница, Л.Кувшиновапа Л.Яколвева поварсем, Т.Петрова завхоз районти ялсенчи пĕччен пурăнакан ватăсене килĕсенче социаллă пулăшу парса тăракан уйрăм заведующийĕ Ф.Андронова, ялсенчи чирлĕ ватăсене килĕсенче тивĕçлĕ пулăшупа тивĕçтерекен уйрăм заведующийĕ С.Павлова, Палтиелĕнчи Ветерансен çурчĕн заведующийĕ Г.Константинов, Р.Хамдеева медсестра, Т.Валиуллова социаллă работница, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Ветерансен çурчĕн заведующийĕ Н.Мандрюкова, Н.Угарина работница тата ытти ĕçченсем нумай çул хушши таса чунпа ĕçленине палăртас килет. Юлашкинчен районти социаллă работниксене пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп. Халăха социаллă пулăшу парассинче пысăк тимлĕхпе ыркăмăллăх яланах юнашар пыччăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 июня 2006
00:00
Поделиться