Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂМĂРШĂ ШКУЛĔ - РАÇÇЕЙРЕ ЧИ ЛАЙĂХХИСЕНЧЕН ПĔРИ

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ "Вĕрентỹ" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн чи лайăх шкулсене суйласа илмелли конкурс çĕнтерỹçисене палăртнă. Чи лайăх шкулсене патшалăх 1 миллион тенкĕ парса пулăшать. Конкурса республикăри 200 шкул хутшăннă, иккĕмĕш тапхăра 93-шĕ тухнă. Чăваш Енрен 33 шкул Раççей грантне илме пултарать. Раççейре чи лайăххисен списокĕнче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул та пур. Саламлатпăр сире, Шăмăршă шкулĕн пултаруллă педагогĕсем! Çакна палăртмалла: 1 миллион тенке тĕллевлĕ кăна тăкаклама юрать. Унпа вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатма кирлĕ оборудовани, вĕрентỹ посо-бийĕсем туянма, педагогсен квалификацине ỹстерме çеç усă курмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 июня 2006
00:00
Поделиться