Пурччĕ пирĕн урхамахсем, яла чапа кăларнисем!
ЮЛАШКИ çулсенче пирĕн районта лаша ĕрчетесси çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçлани савăнтарать. Ним пытармалли те çук, колхозсенче лашасене сумсăра кăларнăччĕ, çак ĕç выльăхне Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртмелли çеç юлнăччĕ. Лаша спортне аталантарассишĕн Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан хамăр ял çынни В.И.Максимов, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, вăрман хуçалăхĕн директорĕ В.А.Петьков, "Шанс" хуçалăх ертỹçи В.П. Еремеев, "Агросервис" хуçалăх директорĕ А.В.Максимов уйрăмах нумай тăрăшнине палăртас килет. Хамăн статьяра эпĕ паянхи çамрăксем пĕлменнине _ нумай çул каялла пирĕн ялти урхамахсем çитĕнỹсем туни çинчен çырса кăтартасшăн. 1. "ДАЛЕКИЙ", "БОРЕЦ"... ЭПИР, вĕт _ шакăр ача-пăча, пĕчĕк чухнех лашасене чунтан юрататтăмăр. Колхозри лаша витине конюхсене пулăшма çỹренĕ, тихасене курса савăннă, лаша кỹлме вĕреннĕ. Акатуй вăхăчĕ çитсен вара Шăмăршăна, Патăрьелне, Çĕпреле çити çуранах лĕпĕстетнĕ. Çак Акатуйсенче эпир лайăх пĕлекен рысаксем ăмăртнă-çке-ха! Анат Чаткасри "Далекий" вăрçăччен таврари районсенче пур ăмăртура та çĕнтернĕ. Чĕмпĕрте, Чулхулара, Пăвара иртнĕ ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăннă. Вăрçă вăхăтĕнче Акатуйсем пулман. Çапла вара "Далекий" урхамах урăхран чупса курайман. 1947 çулта "Далекий" вырăнне Тури Чаткасри "Борец" рысак йышăнчĕ. Вăл темиçе çул хушшинче Шăмăршă, Патăрьел, Çĕпрел, Пăва Акатуйĕсенче яланах пĕрремĕш вырăн йышăнатчĕ. 1948 çултан пуçласа "Борец" мĕнле чупнине хам куçпа хам курса ĕненнĕ. Шăмăршă Акатуйĕнче финала "Борецпа" Палтиелĕн "Злодейĕ" тухнăччĕ. Палтиел тутарĕсем пирĕн "Борец" çине пăхрĕç те йĕкĕлтесе çапла каларĕç: "Ку качака путекки пирĕн "Злодейпа" ăçтан танлашайтăр?" Чăнах та, "Борец" пĕчĕкрех лашаччĕ ("Злодейăн" çурри кăна). Анчах пĕчĕккине пăхмасăр çав тери хĕрỹччĕ. "Борец" "Злодея" таçта çитиех пăрахса хăварчĕ. Анчах та çаврăннă чухне лаша тытса пыракан (наездник) Петр Васильевич Васильев двухколкăран (кỹмерен) тухрĕ те ỹкрĕ. Çапах "Борец" пăрахса каймарĕ. Петя тете двухколка çине сиксе ларчĕ те, чылай мала кайнă "Злодея" хăваласа çитсе таçта çитиех пăрахса хăварчĕ. Акатуй халăхĕ тĕлĕннипе ахлатса илчĕ. Çамрăксене пĕлме: вăл вăхăтра двухколкăсем йывăç кустăрмаллăччĕ, çавăнпа та хăвăртлăхĕ пысăк пулайман ĕнтĕ. "Борец" 1952 çулхи Çĕпрел Акатуйне хутшăнни те асăмрах. Эпĕ ун чух Хурăнвар шкулĕн 9 класĕнче вĕренеттĕмччĕ. "Борец" Çĕнĕ Упири "Мак" ятлă рысакпа ăмăртрĕ. Вăл та, "Борецпа" танлаштарсан, пысăк та тасаччĕ. Курма пынисем: "Чаткассем урăх лаша тупайман-ши, ку лаша тислĕк турттарма кăна вĕт", - тесе кулаççĕ. Акă, рысаксем хускалса кайрĕç. "Борец" юхса кăна пырать, пăхса ытармалла мар илемлĕн юртать. Вăл чапа тухнă "Мака" чылай хыçала хăварчĕ. Пирĕн П.Васильева Акатуй комиссийĕ патефон парнелерĕ. Çав çулсенче патефонпа купăс тата сăмавар чи чаплă парне шутланнă. Тепĕр çул "Борец" Çĕпрелĕнчен каллех пĕрремĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ. Хваттер хуçи, ватă çын, П.В.Васильев наездникпа Г.М.Матвеев канюха лашана Акатуй умĕн çĕрĕпех сыхлама сĕннĕ. Ăнман кăмăллă çынсем çĕнтерỹçĕ урхамаха тем тума та пултарнă. 2. ЮЛАН УТСЕМ ТЕ МАЛТА ПУЛНĂ ЧАТКАССЕМ юлан утсен ăмăртăвĕнче те малти вырăнсене йышăнатчĕç. Анат Чаткасри "Мильтон", Тури Чаткасри "Гатал" ятлă лашасем нумай Акатуйра çĕнтерỹçĕ пулнă. Пăва Акатуйĕнче "Мильтон" (юлан утçи _ Д.А.Лапшин) чаплă урхамахсене хыçала хăварса пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1952 çулта Çĕпрел Акатуйĕнче "Далекий" (çамрăк лаша) _ юлан утçи Ф.С.Юнкеров _ чăн мала тухрĕ. Ăмăрту хыççăн "Далекие" хам çавăтса-уçăлтарса çỹрерĕм. Тури Чаткасри "Гатал" ятлă лаша Çĕпрел Акату-йĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ (юлан утçи _ Н.Н.Козлов). Ăна стена çине çакмалли пысăк куçкĕски парнелерĕç. Вăл халĕ те Пăхалăри утар çуртĕнче çакăнса тăрать. Хамăн статьяна эпĕ çывăх юлташăм Иван Саландаев журналист çырнă сăвăпа вĕçлесшĕн: Акатуй! Килсе курсамăр: Ыткăнаççĕ лашасем. Шыв юххи пек, такăнмасăр, Вирхĕнеç мала вĕсем. Пĕринчен тепри иртесшĕн, Эй, хуçи, ятна ан яр! Малтине парне кĕтет-çке _ Кĕмĕл тĕслĕ сăмавар.