Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КОМАНДИР ТАВĔ

Палтиелĕнче ĕçчен те тирпейлĕ çемьесем сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ Селивановсен кил-йышĕ. Геннадий Григорьевичпа Валентина Александровна "Мир" хуçалăхра тỹрĕ кăмăлтан ĕçлеççĕ, çав тери килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ. Селивановсем виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Асли _ Алексей _ салтакран таврăннăранпах вахта меслечĕпе Самар облаçне ĕçлеме çỹрет. Тирпейлĕ те ырă кăмăллă каччă вăл, ашшĕ-амăшне нумай пулăшать. Иккĕмĕш ывăлĕ _ Женя _ хальхи вăхăтра Раççей çарĕнче службăра тăрать. Салтака кайиччен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕренчĕ, çавăн пекех Патăрьелĕнчи СПТУра водитель специальноçне те илчĕ. Çак кунсенче Женьăн ашшĕпе амăшĕ ывăлĕ службăра тăракан чаç командирĕнчен _ О.Сильнягин полковникран çыру илчĕç. Командир хăйĕн çырăвĕнче Евгений Селиванов çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланине, çар вĕренĕвĕн отличникĕ пулнине тата спортра та çитĕнỹсем тунине палăртать, маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн ашшĕпе амăшне чĕререн тав тăвать. "Эсир хăвăрăн ывăлăрпа тивĕçлипе мухтанма пултаратăр, Евгений Селиванов пек воинсем Раççей çарĕн чыс-хисепне çĕклеççĕ", - çак сăмахсемпе вĕçленĕ хăйĕн çырăвне О.Сильнягин полковник. Селивановсем хăйсен ывăлĕсемпе чунтан савăнаççĕ. Кĕçĕнни _ Саша та (вăл Шупашкарти çыхăну техникумĕнче вĕренет) тетĕшĕсем пекех лайăх салтак пулма хатĕрленет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 июня 2006
00:00
Поделиться