Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хир-хир урлă каçрăмăр, ял-ял витĕр тухрăмăр...

Паян Шăмăршăра Акатуй кĕрлĕ, ĕçре малта пыракансене, чăн малтан вара çур аки паттăрĕсене халăх умĕнче чыслĕç. Акатуй умĕн сумлă комисси (ăна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хăй ертсе пычĕ) хуçалăхсемпе фермерсен хирĕсене çитсе курчĕ, ял урамĕсене мĕнлерех тирпей-илем кĕртнине тĕрĕслерĕ. 1. "КАЛЧАСЕМ ЧУНА САВĂНТАРАÇÇĔ, - терĕ район пуçлăхĕ В.П.Фадеев "Колос" хуçалăх уйĕсемпе паллашнă хыççăн. Пуянкассисен хирĕсем комисси членĕсен кăмăлне те кайрĕç. Иртнĕ çул сахăр чĕкĕнтĕрĕ пулнă уя акнă тулă _ вăл 410 гектар йышăнать _ уйрăмах хỹхĕм çитĕнет. Минераллă удобренисемпе туллин усă курнă, çум курăксемпе кĕрешме халĕ гербицидсем пĕрĕхеççĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрне 730 гектар акнă, пылак тымар çимĕç лайăх шăтса тухнă. Çум курăксене гербицидсем сапса пĕтереççĕ. Комисси членĕсем "Исток" хуçалăх хирĕсене те пысăк хак пачĕç. Çак хирсене "Пахалăх паллипе" хаклама та пулать. Хуçалăх ертỹçи Ю.А.Старшов çум курăксене хирĕç гербицидсемпе кĕрешни çинчен пĕлтерчĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрне сайралатма çынсене те хутшăнтарасшăн. "Искра" хуçалăх та çур акине çỹллĕ шайра ирттернĕ, В.И. Скворцов механизатор акнă хирсене комисси "пиллĕк" паллăпа хакларĕ. Ял çумĕнчи уйри ыраш пуç кăларма пуçланă та ĕнтĕ. Ытти культурăсен калчисем те тикĕс шăтса тухнă. "Яблоневка" хуçалăх та çур акине кĕске вăхăтра, лайăх пахалăхпа ирттернĕ. Акара В.Малышев, Е.Данилов, А.Корчагин тата ытти механизаторсем хастар пулнă. Çанталăк уяртсанах хирсене гербицидсемпе пĕрĕхсе тухĕç. "Шанс" тата "Луч" хуçалăхсен уйĕсене те тиркемелли çук. "Шансра" çум курăксемпе кĕрешме эрне каялах пуçăннă, гербицид сапнă уйсем тасалсах пыраççĕ. Фермер хуçалăхĕсен хирĕсене те çитсе куртăмăр, комисси членĕсене Пăчăрлă Пашьелĕнчи "Бездна", Пуянкассинчи "Канаш" тата Кахăрлă Шăхалĕнчи "Карла" хуçалăхсен хирĕсем уйрăмах килĕшрĕç. Тĕпрен илсен, çур аки кăтартăвĕсем пур çĕрте те начар мар, халĕ çум курăксене хирĕç пĕтĕм вăя хурса кĕрешни çеç кирлĕ. 2. ТИРПЕЙ-ИЛЕМЕ ХАМĂРĂН ТУМАЛЛА Анат Чаткас ялĕ пирки ырă сăмахсем унччен те нумай каланă, хаçатра та çырнă. Ял поселенийĕ кăçал та пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Урамсенче тирпей тунă, масар çинче те хитре. Ял çывă-хĕнчи выльăх масарне те çỹллĕ карта тытса пỹлнĕ. Виçпỹрт Шăмăршă, Пуянкасси, Патирек ялĕсенче те çимĕк умĕн урамсене тата масарсене тирпейленĕ. Çав вăхăтрах комисси Çĕнĕ Чукалпа Кивĕ Чукал, Асанкасси, Карапай Шăмăршă, Палтиел ялĕсенче тирпей-илемшĕн çителĕксĕр тăрăшнине палăртмасăр иртмерĕ. Урамсенчи çулсем лакăмлă-путăклă пулни те кăмăла пăсать. Кунта ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пуçаруллăх кăтартни те курăнмасть. Темиçе çул каялла çак лакăмсене ял Совечĕсем Шăмăршăран асфальт илсе килсе хăйсен вăйĕпех питĕрнĕ вĕт-ха, паян вара районтан туса парасса кĕтеççĕ. Кивелнĕ, çĕрĕшнĕ картасене юсасси те, урамри хупахпа вĕлтĕрене çулса пăрахасси те йывăр ĕç мар. Ялсенчи çуртсем умĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли ансат хатĕрсем _ шыв пичкисем, кĕреçепе лумсем, пакурсем те курăнмаççĕ. Пушар машини çине çеç шанни хака ларма пултарать, хурлăхлă тĕслĕхсем районта темиçе те пулчĕç ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра комисси ял урамĕсем тăрăх тепĕр хут утса тухĕ, тирпей тума тăрăшман çынсем пирки çирĕп мерăсем йышăнма та тивĕ. Штраф суммисем пĕчĕк мар, айăпа кĕрес мар тесен пурин те хăйсен умĕсенче паян-ыранах тирпейлесе тухмалла. Ял урамĕсенче хупахпа вĕлтĕрен мар, чĕп курăкĕ çеç ешертĕр, çурт умĕнчи пахчана тĕрлĕ тĕслĕ чечек илем кỹтĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 июня 2006
00:00
Поделиться