Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Алĕç ăсталăхĕн аталанăвĕ

НУМАЯХ пулмасть Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче "Шăмăршă районĕнчи традицие кĕнĕ художество промыслисем" темăпа семинар иртрĕ. Унта районти клуб работникĕсем, шкулсенчи технологи преподавателĕсем, искусство шкулĕн художество уйрăмĕн педагогĕсем пухăнчĕç. Мероприятие уçса, малтанах райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева тухса калаçрĕ. Вăл юлашки çулсенче районта тĕрлĕ алăсталăх япалисем тăвасси вăй илсе пынине палăртрĕ. Акă, Виçпỹрт Шăмăршăри тĕп шкулта ачасен Изо-студийĕ ĕçлет. РФ вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ работникĕ А.Семенов ертсе пынипе ачасем йывăçран илемлĕ сĕтел-пукан, савăт-сапа, кухньăра усă курмалли ытти хатĕрсем, пăрахутпа самолет макечĕсем ăсталаççĕ. Изо-студире 23 ача алĕç ăсталăхне туптать. Александр Анатольевич хăй те кăмăла каймалла япаласем ăсталама пултарать. Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи технологипе вĕрентекен Г.Деомидов та илемлĕ сĕтел-пукан тума ăста. Çак ĕçе ачасене те хăнăхтарса пырать. Анат Чаткасри тата Чукалти вăтам шкулсенчи технологи учителĕсем Л.Нянинпа А.Еремеев та ачасене тĕрлĕ алĕç- не хăнăхтарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи М.Шамеева учительница çĕвĕ-тĕрĕ ĕçĕнче те ăста. Паллах, тата ытти хăш-пĕр шкулсенчи преподавательсене те лайăхпа асăнма пулать. Культура работникĕсен, технологипе вĕрентекен учительсен ялсенчи алă ăстисен ĕçне тарăнрах тĕпчемеллине, вĕсен ăсталăхне алла илсе кружоксенче ачасене вĕрентмеллине те асăнчĕ Н.Игнатьева. Асаттесемпе асаннесен ырă ĕçĕсем ан манăçчăр, вĕсем йăхран-йăха, ăруран-ăрăва куçса пыччăр. Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрăмĕн преподавателĕсем З.Морозовапа А.Краснова ачасене декораципе прикладной искусствăн тĕрлĕ енĕсемпе ĕçлеме хăнăхтарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине те асăнчĕ Наталия Германовна. Ачасен ĕçĕсене Шупашкарти выставкăсенче те лайăхпа палăртаççĕ. Малалла вара Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ З.Морозова сăмах илчĕ. Зоя Петровна семинара килнисене искусство шкулĕн че вĕренекенсем мини-станокпа тĕртсе тунă хитре пирсемпе, хăваран авса хатĕрленĕ кар- çинкка-кунтăксемпе, тăм кĕлеткесемпе тата тĕслĕ кĕленче ванчăкĕсенчен, кĕрперен, тĕрлĕ ỹсен-тăранран, хутран, пусма татăкĕсенчен ăсталанă хитре композицисемпе паллаштарчĕ. З.Морозовапа А.Краснова преподавательсем професси енĕпе çỹллĕ шайра ĕçлени, ачасен художество ăсталăхĕ сисĕмлех ỹссе пыни тỹрех курăнчĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи "Алă ăсти" кружок та ăнăçлă ĕçлесе пырать иккен. Хушма вĕрентỹ преподавателĕ Е.Федорова ертсе пынипе пуçламăш тата вăтам классенче вĕренекенсем _ кружокра пурĕ 3 ушкăн йĕркеленĕ _ чăлха-алсиш çыхма, тĕрĕ тĕрлеме, чĕнтĕр çыхма, мероприятисем валли сцена костюмĕсем, ытти япаласем çĕлеме пултараççĕ. Е.Федорова ачасемпе хатĕрленĕ тĕрлĕ япаласен выставки кашнинех килĕшрĕ. Кружок руководителĕ коллективри ĕç-хĕл пирки те каласа пачĕ. Семинара килнисем юлашкинчен художество промыслине çутатакан изданисен анлă выставкипе паллашрĕç. Библиотека ĕçченĕ Л.Владимирова тата Культура керменĕн работникĕ Е.Еремеева изданисен тишкерĕвне туса пачĕç. Семинар ĕçне республикăри методика центрĕн специалис-чĕсем те хутшăнчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 июня 2006
00:00
Поделиться