ÇИМĔК УМĔНХИ СУББОТНИКСЕМ
Районти ял поселенийĕсем çимĕк умĕн масарсене тирпей-илем кĕртме пуçăнчĕç. Çакăн çинчен пире Анат Чаткасран тата Çĕнĕ Чукалтан, ытти хăш-пĕр ялсенчен çырса пĕлтерчĕç. "Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Чугунов субботника кашни килĕренех хутшăнччĕр тесе тăрăшрĕ, - тесе çырать пирĕн Çĕнĕ Чукалти обществăлла корреспондент Николай Улюков. _ Халĕ масар çинче питĕ тирпейлĕ, картине те юсаса тухнă". Çимĕк умĕн масарсене тирпейлес, картасене юсас ĕç ялсенче малалла пырать. Çак ĕçе ял поселенийĕсем халăха анлăн хутшăнтарсан аван пулĕччĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"